Комментировать

6 Июн, 2018

"МолГород" хастар çамрăксене 10-мĕш форума пухрĕ

Çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче уçăлнă «МолГород» форум кăçалхипе вуннăмĕш хут иртет. Кăçал палаткăллă лагере 1000 яхăн çамрăк вырнаçнă. Вĕсен хушшинче — шкул ачисем, студентсем, тĕрлĕ тытăмра тимлекен çамрăксем. 100 яхăн эксперт 6 лапам ĕçне йĕркелет. Çак кунсенче форума Максим Сураев летчик-космонавт, Пĕрремĕш канал телеертÿçи Максим Шарафутдинов, театрпа кино артисчĕ Александр Носик килсе çитĕç. Форум çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕччен ĕçлĕ. 

Паян унăн ĕçĕпе ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллашрĕ. «Сирĕнте вăй-хал тапса тăрать. Малтанхи çулсенче хутшăннисенчен хăшĕ-пĕри предпрениматель пулса тăнă, муниципалитет тата патшалăх службине суйласа илнисемпе танах ăслăлăхпа тĕпчев ĕçне кÿленнисем те пур. Эпĕ сире шанатăп. Çавра сĕтелсенче, тавлашусенче çĕннине пĕлсе проектсене аталантарма май тупăр. Ума лартнă тĕллеве пурнăçламашкăн, йывăрлăхсене парăнтармашкăн ушкăнпа ĕçлеме вĕренĕр. Ăнăçу сунатăп», — терĕ вăл. Михаил Васильевич форумра йĕркеленĕ куравсемпе паллашрĕ. И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн «Астăвăм» шырав отрячĕ экспедици вăхăтĕнче тупнă япаласем пирки ыйтса пĕлчĕ. Кăçал ушкăн ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче çула тухнă. Ленинград облаçĕнчи Киров районĕнчи шырав ĕçĕсенче чăваш студенчĕсем 18 салтакăн ÿт юлашкийĕсене тупнă. Куравра тăпра айĕнчен кăларнă тимĕр куркапа кашăк, каска, медальон, хĕç-пăшал... Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем тĕрлĕ предприятире практика тухаççĕ. Михаил Васильевич студентсен пĕлĕвне тĕрĕслеме ĕлкĕрчĕ. Тĕслĕхрен, пĕр килограмм çăнăхран миçе çăкăр пĕçерме пулать? Предприяти туса кăларакан продукци мĕнле сутăнать?

Форумра «Территорисен аталанăвĕ», «Ыр кăмăллăх — ÿсĕм никĕсĕ», «Студентсен хăй тытăмлăхĕпе гражданла хастарлăх», «Масс-медиа технологийĕсем», «Шкул ачисен Раççейри юхăмĕ», «Эсĕ — предприниматель» лапамсем ĕçлеççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ вĕсенчен пĕрин ĕçне хутшăнчĕ, çамрăксен ыйтăвĕсене хуравларĕ. 

Рубрика: 
Теги: