Комментировать

31 Мая, 2018

«Хыпар» издательство çурчĕн кăларăмĕсене почта уйрăмĕсенче, редакцире туянма пулать

Хаклă вулакансем, çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса «Хыпар» издательство çурчĕ хăйĕн кăларăмĕсене — «Хыпар», «Хыпар»-эрнекун, «Хресчен сасси», «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Тантăш», «Кил-çурт, хушма хуçалăх», «Вести Чувашии» хаçатсене, «Тăван Атăл», «Самант», «Тетте» журналсене — «Чăваш пичечĕн» киоскĕсенче сутмашкăн чарăнма йышăнчĕ. Çакă «Чăвашпичет» акционерсен уçă обществин издательство çурчĕ умĕнчи парăмĕсем капланса кайнипе çыхăннă.

Çавна май вулакансем хăйсем кăмăлланă хаçачĕсемпе журналĕсене Раççей почтин уйрăмĕсенче тата редакцие (адресĕ – Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13) 318-мĕш пÿлĕме килсе туянма пултараççĕ. Каласа хăварар: общество издательство çурчĕ умĕнчи парăмсене татсанах пирĕн кăларăмсене «Чăваш пичечĕн» киоскĕсенче туянса вулама май пулĕ. Вăхăтлăх чăрмавсемшĕн каçару ыйтатпăр.

 

Рубрика: