Комментировать

15 Мая, 2018

Çирĕп çемье — малашлăхлă çĕршыв

Çу уйăхĕн 15-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунĕ. Шупашкарти Ленин район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕнче çак уява чыслăн паллă турĕç.

Çырăнтару залĕн сумлă кĕрекинче — виçĕ çемье: пунăç çулĕпе нумай çул алла-аллăн утакан Нинăпа Вениамин Черновсем тата Галинăпа Вадим Хобинсем, çемье çулĕ çине тухма хатĕрленекен Еленăпа Андрей Ивановсем. Телейлĕ мăшăрсене саламлама тус-тăванĕ кăна мар, сумлă хăнасем те килсе çитрĕç: Чăваш Республикин юстици министрĕн заместителĕ Алексей Вязов, Ленин район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Елена Иванова, Шупашкар Хула Пухăвĕн депутачĕ Антон Ковалев. Кашниех хăйсен çемье çирĕплĕхĕпе палăрса тăракан мăшăрсене тата яваплă утăм тума йышăну тунă каччăпа хĕре саламланă май кил-йыш вучахне нумай çул хĕмлентерме ырлăх-сывлăх сунчĕ, çĕршыв хăвачĕ шăпах çавнашкал çемьесем çинче никĕсленнине палăртрĕ, асăнмалăх парнепе савăнтарчĕ.

Авалтан пыракан йăла тăрăх, аслă ăрурисем çамрăк мăшăра пил параççĕ. Ырă йĕркене ку мероприятире те пăсмарĕç: 60 çул пĕрле пурăнакан Черновсемпе çур ĕмĕр ытла каялла пĕр-пĕрне юратса, тĕрев парса пурăнма тупа тунă Хобинсем Андрейпа Еленăна туслă та йышлă çемье пехиллерĕç.

 

Рубрика: 
Теги: