Комментировать

22 Мая, 2014

Инвестици çителĕксĕр хыватпăр

Ытлари кун ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Инна Антонова брифинг ирттерчĕ. РФ Правительстви федераци субъекчĕсен ĕç тăвакан органĕсен ĕç-хĕлне 2013 çулшăн хак парассипе çыхăннă ыйтăва тишкерчĕ.

«Раççей Регион аталанăвĕн министерстви субъектсен влаçĕ хăйĕн тивĕçне пĕлтĕр еплерех пурнăçланине хаклакан докладпа паллаштарнă, - терĕ И.Антонова. - Вăл социаллă пурнăçа лайăхлатас, экономикăна аталантарас тĕлĕшпе влаç вырăнта пурнăçлакан ĕçе пĕтĕмлетет. Правительство çак рейтинга 2008 çултан пуçласа йĕркелет. Малтан регионсен 300 ытла кăтартăвне тишкернĕ. 2012 тата 2013 çулсенчи ĕçе хакланă чух 12-шне çеç тĕпченĕ. Тĕп фондсене патшалăх е муниципалитет хыснинчен уйăрман укçаран инвестици хывни, бюджета налук тата налук шутланман кĕмĕл кĕни, пĕчĕк бизнеса аталанма пулăшни, субъектра пурăнакансен мĕн пур çăл куçран илекен тупăшĕ, пурăнмалли çурт тăвасси экономика аталанăвне хакланă чух тĕп вырăн йышăнаççĕ.

Кашни çын вăтамран миçе çул пурăнни тата вилни, регионта пурăнакансен йышĕ, ĕçсĕрлĕх, тăлăх ачасене çемье хÿтлĕхне илни, шкул пĕтерекенсем патшалăхăн пĕрлехи экзаменне мĕнле панине кура палăртакан вĕрентÿ ĕçĕн пахалăхĕ социаллă пурнăç аталанăвĕн индикаторĕсем шутланаççĕ».

Çынсене влаç ĕç-хĕлĕ мĕнлерех тивĕçтернине вĕсем регион ертÿçин, коммуналлă хуçалăх ĕçне, медицина пулăшăвне, физкультурăпа спорта еплерех пахаланине, субъект хăрушсăрлăхĕ мĕнле шайрине пăхса хаклаççĕ. Рейтинг пĕтĕмлетĕвĕнче экономика кăтартăвĕсем - 50%, социаллă пурнăçăн - 30, çынсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлни 20% йышăнаççĕ.

Министерство çумĕнчи комисси Чăваш Енре çынсен пурнăç тăршшĕ вăрăмланнине, çемье хÿттисĕр пурăнакан ачасем сахалланнине, республика патшалăх парăмне пĕтерес тĕлĕшпе аван ĕçленине палăртнă.

Правительство 2012 çулшăн Чăваш Ене - çирĕм саккăрмĕш, иртнĕ çулшăн çирĕммĕш вырăн панă. Эпир федерацин Атăлçи округĕнче пиллĕкмĕш вырăна тивĕçнĕ. Республика - 2013 çулта экономика тата социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсене лайăхлатнă 39 регион йышĕнче. 2012 çулта республикăра курса калаçнă çынсен - 37,8, пĕлтĕр 40,9% влаç ĕçĕ тивĕçтернине пĕлтернĕ. Кăтарту ку енĕпе те лайăхланнă.

Дмитрий Борцов социолог федерацин Сыхлав служби республикăра ыйтăм ирттерсе хатĕрленĕ пĕтĕмлетÿпе вăл ертсе пыракан «СОЦИС» организаци пурнăçланă çавнашкал ĕç кăтартăвĕсем пĕтĕмĕшле илсен пĕрешкелех пулнине çирĕплетрĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра татса паман ыйтусем капланнине асăнчĕ. Министр çумĕ капитала инвестици хывас тĕлĕшпе юридици сăпачĕсем, пурлăх тытакан уйрăм çынсем çителĕксĕр ĕçленине палăртрĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.