Комментировать

19 Апр, 2018

Сумлă театрăн сумлă юбилейĕ: çамрăксен театрĕ 85 çулхине уявлать

Паян Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă тăвать. Кĕçĕр сцена çине тухнисем ÿнер учрежденине епле кăна хакламарĕç-ши! Шÿтлесе те илчĕç, чăнласа та пуплерĕç. Калас тени вара пурин те пĕр пулчĕ: сумлă театрăн сумлă юбилейĕнче пулма кăмăлли, унта тăрăшакан кашни çын: художник-и вăл е артист-и, çутă е сасă режиссерĕ-и, тумтир виçсе касса çĕлесе тăхăнтартаканпа сантехник-и, режиссерпа драматург-и -  пĕлтерĕшли. 

Саламлаканĕсем пĕри те тепри хисеплĕ çын: Чăваш Енĕн Правительствин Пуçлăхĕн çумĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина, культура министрĕ Константин Яковлев, Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ĕçĕсен комитечĕн ертÿçи Вячеслав Рафинов, МЧСăн республикăри Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов, Валери Туркай поэт, Лолита Чекушкина композитор, Праски Витти художник т.ыт. 

Сакăр теçетке çул ытла хăйĕн çурчĕсĕр нушаланнă, пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçса çÿренĕ театр халĕ киллĕ пулнине те пĕр шухăшлăн палăртрĕç вĕсем. "Культура министерствине тав туса та ывăнтăмăр", - шÿтлесерех илчĕ театрăн илемлĕх ертÿçи Иосиф Дмитриев. Константин Яковлев министр вара Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 85 çулта тăвайман ĕçе тунине тивĕçлипе палăртса хăварчĕ.

Уявра тĕрлĕ чыслав нумай пулчĕ. Уяв пирки тĕплĕнрех "Хыпар" хаçатăн çывăх номерĕнче çырса кăтартăпăр.

Фоторепортаж...

Рубрика: 
Теги: