Комментировать

13 Апр, 2018

Сурăх ĕрчетессине çĕнĕ шая кăларасшăн

«Эпĕ яланах хамăн ума питĕ пысăк тĕллевсемпе ĕмĕтсем лартатăп. Вĕсенчен 10 проценчĕ пурнăçлансан та питĕ лайăх», — тет Красноармейски районĕнчи Именкассинчи Денис Посадский фермер. Вĕсем ашшĕпе Леонид Ивановичпа пĕрле малтан килĕнче сурăх усранă, 2012 çулта хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Шав малалла ăнтăлаканскерсем экологи тĕлĕшĕнчен таса аш-какай туса илеççĕ, çав хушăрах селекци енĕпе те ĕçлеççĕ.

Грант илни пулăшать

«Шкулта ăс пухнă чухне хими предметне питĕ юрататтăм, çавăнпа 1998 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн химипе биологи факультетне вĕренме кĕтĕм. Студент çулĕсенче сурăхсемпе кăсăкланма тытăнтăм. Манăн питĕ-питĕ яла таврăнас килчĕ. Сурăх усрама пуçличчен малтан Тутарстана, Мари Эла, Чĕмпĕр, Самар, Ярославль, Мускав, Тула, Иваново облаçĕсене çитсе куртăмăр, ыттисен опытне тишкертĕмĕр. Çавăнпа халĕ пур çĕрте те юлташсем пур, пуринпе те çыхăну тытатпăр. 2006 çулта Ярославль облаçĕнчен «Романовская» ăратлă 8 сурăх илсе килтĕмĕр. Вĕсене килте усрарăмăр, выльăх шучĕ çулсеренех ÿсрĕ. Пĕр вăхăтра сурăх шучĕ 200 пуçа çитрĕ. Вырăн çитми пулсан ХФХ йĕркелеме шут тытрăмăр», — каласа кăтартрĕ Денис.
Çапла вĕсем 2012 çулта хресчен-фермер хуçалăхĕ уçнă, унăн пуçлăхĕ — çемье пуçĕ. Леонид Иванович ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçленĕ: 7 çул ĕне фермин заведующийĕ пулнă, унтан — инженер-строитель, снабженец… Хăй калашле, вăл «ĕçлесе курман ĕç те юлман». Вырăнти хуçалăх салансан вара хăйĕн ĕçне пуçарма шухăш тытнă. 2012 çултах Посадскисем «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăна хутшăнса гранта тивĕçнĕ. Çав укçапа трактор туяннă, Самартан «Куйбышевская» ăратлă 36 сурăх /пăранлама пултараканнисем/ тата 2 така илсе килнĕ. Колхозăн пулнă, юхăнса ларакан фермăна арендăна илнĕ. «Унта шыв пулманран пайтах нушалантăмăр. Çавăнпа хамăр ферма хăпартма пуçласан чи малтан скважина чаврăмăр. Выльăх шывсăр пурăнаймасть», — иртнине куçĕ умне кăларчĕ Леонид Иванович.
Хăйсем хăпартнă фермăна 2013 çулхи раштав уйăхĕнче хута янă. Унта 500 сурăх вырнаçма пултарать. Посадскисен хальхи вăхăтра пĕтĕмпе 200 пуç. «Сурăха 500 пуçран сахалрах усрасан тупăш илейместĕн», — теççĕ ашшĕпе ывăлĕ. Çакна шута илсех вĕсем пĕлтĕр «Выльăх ĕрчетекен çемье ферми» программăна хутшăннă, 5 миллион тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çемье тепĕр ферма тума пуçланă. Утă упрамалли вырăн та тăвасшăн. Выльăх апатне хăйсемех хатĕрлеççĕ вĕсем, çавна май грант укçипе техникăна çĕнетесшĕн: трактор, косилка, пресс туянасшăн. Çавăн пекех 2 «электрокĕтÿç» илнĕ: сурăхсене тата такасене çулла уйрăммăн, 2 ушкăнпа кĕтĕве кăлараççĕ. Çапла вара кăçал выльăхсем ирхине кĕтĕве пĕр кăларсан хăйсем тĕллĕнех çÿреме пултараççĕ. «Фермăсене те, вĕсем валли уйăрнă 6 гектар çĕре те харпăрлăха илтĕм. Хальхи вăхăтра 120 гектар çĕрпе усă куратпăр, вĕсене Росреестр урлă кăларса нумай вăхăтлăха арендăна илетпĕр. Çак лаптăк çинче кĕтÿ çÿрететпĕр, утă туса илетпĕр, пусă çаврăнăшĕ пултăр тесе тырă акатпăр», — лару-тăрупа паллаштарчĕ ХФХ ертÿçи.
Паллах, çĕнĕ фермăна хута ярсан выльăх шутне ÿстересшĕн, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесшĕн. Хальхи вăхăтра фермер хуçалăхĕнче çемьесĕр пуçне тата 2 çын ĕçлет. Леонид Иванович та, унăн ывăлĕсем Дениспа Руслан та тракторпа хăйсемех ĕçлеççĕ, машинăпа çÿреççĕ. Денис — ХФХн тĕп зоотехникĕ, хăй пирки вăл «идея тĕлĕшĕнчен хавхалантаракан» тет. Кил хуçи арăмĕ Любовь Александровна та нумай пулăшать, унсăр пуçне унăн килĕнчи 4 ĕнине, «Зааненская» ăратлă 10 качакине сумалла, пăрусемпе путексене пăхмалла, сыснисене, хур-кăвакалне, чăххи-чĕппине апат памалла. Тепĕр тесен, Посадскисем нихăçан та «ку санăн ĕç, ку манăн» тесе уйăрмаççĕ. Сурăх çăмĕ каснă чухне пурте алла хачă тытаççĕ. Хĕрĕн Ольгăн ывăлĕ Данила ав çуллахи каникул вăхăтĕнче яланах кĕтÿ пăхать. Денисăн çемйи хĕлле хулара пурăнать, çулла вара пурте ялта. Паллах, унăн ачисем те пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿсеççĕ.
«Манăн ялта пурнăç вĕресе тăнине курас килет. Эпир хамăрăн ХФХна çамрăксем таçта аякка ĕçлеме ан çÿреччĕр, ялтах юлччăр тесе уçрăмăр. Пирĕн тĕллев — хамăр патра вăй хуракансене пысăкрах шалу тÿлеме пуçласси, вара вĕсем Мускава тата пысăк ытти хулана çÿремĕç», — чунне уçрĕ Денис Посадский. Вăл хăйĕн шăллĕ Руслан та пĕр хушă çĕршывăн тĕп хулине кайса çÿренине, халĕ ялта çемьепе пĕрле ĕçленине пĕлтерчĕ.

Така — хаклă парне

Посадскисем çитĕнтерекен сурăхсене çынсем хăйсемех килсе туянаççĕ: хăшĕсем пусса пама ыйтаççĕ, теприсем каплах илсе каяççĕ. «Эпир нимĕнле реклама та паман, çынсем «сараппанлă радио» урлă пĕлсе пирĕн пата килеççĕ», — теççĕ фермерсем. Вĕсем çак какай экологи тĕлĕшĕнчен таса пулнине çирĕплетеççĕ, мĕншĕн тесен сурăхсене хăвăрт ÿсмешкĕн нимĕнле хутăш та, витамин та памаççĕ. Çак выльăх кĕтÿре çÿренĕ май хăш курăка кăмăллать — çавна çиет. Паллах, прививкăсем пирки манмаççĕ, çулталăкра икĕ хутчен хуртсенчен эмел параççĕ, юн ĕçекен паразитсенчен пĕр хутчен укол тăваççĕ. Ку енĕпе ашшĕпе ывăлне участокри ветеринарсем Ева Денисовăпа Ольга Яковлева пулăшаççĕ. Денис туянакансем ыйтсан сурăха хăех пусать, çак ĕçе пĕлсе тусан какайăн нимĕнле шăршă та пулмасть тесе çирĕплетет.
Сурăхсене чĕрĕлле ытларах чухне Акатуй валли, спорт ăмăртăвĕсем ирттерекенсем илсе каяççĕ. Тĕслĕхрен, кĕрешÿçĕсенчен чи маттуррине тата вăйлине мĕн авалтан такапа чысланă, вăл сумлă парне шутланнă. Çынсем фермерсенчен ăратлă путек те ыйтаççĕ.
«Романовская» ăратли харăсах 3-4 путек тăвать, çавăнпа йыш хăвăрт ÿсет. Япăх енĕ — пĕр-икĕ путекне хамăрăн ĕмкĕчпе çитерме тивет. «Куйбышевская» вара çулталăкра пĕр хутчен 1 е 2 путек пăранлать, анчах вĕсем шултрарах, ашĕ те ытларах тухать. Икĕ çак ăрат Чăваш Енри условисемшĕн питĕ лайăх. Эпĕ селекци енĕпе ĕçлетĕп, икĕ çак ăрата пĕтĕçтеретĕп, çапла ĕрчевлĕхĕ те ÿстĕр, какай та ытларах пултăр тетĕп. Çавăнпах «Куйбышевская» ăратран пулнисем те халĕ çулталăкне 2 хутчен 2-3 путек пăранлаççĕ. Вĕсен «мраморла» аш, урăхла каласан — çупа хутăшла. «Романовская» ăратăн какайĕ типĕрех. Селекци çак хăйне евĕрлĕхсене лайăхлатма май парать. Гибридсем яланах хăйсен ашшĕ-амăшĕнчен лайăхрах пулаççĕ», — калаçăва тăсрĕ Денис Посадский. Вăл сурăхсем пирки кăсăклине темĕн те каласа кăтартма пултарать. Сăмахран, сурăх миçе çултине шăлĕнчен пăхсах пĕлет. Çак выльăхсем пирки ăслăлăх ĕçĕ çырасшăн, çавна май Денис кăçал Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн магистратурине вĕренме кĕресшĕн. Ăслăлăхпа кăсăкланакан арçын сурăх ĕрчетес ĕçе çĕнĕ шая кăларасшăн. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.