Комментировать

17 Мая, 2014

Бюджет укçи шута пушшех юратать

Кĕçнерни кун Правительство çуртĕнче республикăн 2013 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçлани тĕлĕшпе халăх итлевĕ иртрĕ. Унта Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе министерствăсен ертÿçисемсĕр пуçне общество организацийĕсен, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем те хутшăнчĕç. Интереслĕ те тĕплĕ калаçу пулчĕ.

Тĕп доклада вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина турĕ те - Финанс министерствин ертÿçин должноçĕнче çак кунсенче кăна «тулли праваллă» пулса тăнăскере çак ятпа чи малтанах ПК вице-спикерĕ Анатолий Князев саламларĕ, сывлăх, тÿсĕмлĕх сунчĕ. Должноçĕ, чăнах та, питĕ яваплăскер, тĕрĕсех, сывлăхĕ те, тÿсĕмлĕхĕ те ытлашши пулмĕ. Çакă Светлана Александровна иртнĕ çул бюджетне пурнăçлани çинчен тунă отчетран та лайăх курăнать.

С.Енилина пĕлтернĕ тăрăх - республика бюджетне пĕлтĕр тупăшсем тĕлĕшпе 35,6 млрд ытларах тенкĕлĕх пурнăçланă, тăкаксем тĕлĕшпе - 36,8 млрд яхăн тенкĕлĕх. Министр бюджетăн социаллă тĕллевлĕхне пайăррăн палăртрĕ. Калăпăр, тăкаксен пысăк пайĕ, 25,6%, вĕрентÿ валли кайнă, социаллă политикăна тĕревлеме - 20,9%, сывлăх сыхлавĕ валли - 17,6%. Çапах наци экономики çине те алă сулман, унăн тÿпи 19,3% танлашнă.

Макроэкономика кăтартăвĕсен ырă туртăмĕ бюджетăн тупăш пайне çирĕплетме пулăшнă. Хамăрăн тупăшсен тÿпи 20,4 млрд яхăн тенке çитнĕ. Çав шутра налуксен калăпăшĕ 95,3% танлашнă. Кунта уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук тÿпи пысăк - вăл республика бюджечĕн налук тупăшĕсен 31,4% тан. Организацисен усламĕнчен, пурлăхран илнĕ налуксен калăпăшĕ те ÿсĕмлĕ. Çав вăхăтрах акцизсен тÿпи пĕчĕкленнĕ.

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăхăн парăм обязательствисен виçи палăрмаллах чакнă - 9,8 млрд тенкĕ ытларах. Çулталăк каяллахипе танлаштарсан çак кăтарту 3,7% чакнă. Светлана Александровна тупăшсен калăпăшĕ кризис умĕнхи тапхăртинчен 1,5-2 хут пысăкланнине кăмăллăн палăртрĕ. Тĕрĕссипе, хамăрăн тупăшсен ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕпе эпир малтисен шутĕнче-мĕн.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин тунă çумдоклад республикăри лару-тăрăва уçăмлăрах тума пулăшрĕ. Вăл палăртнă тăрăх - 2013 çулшăн ырă туртăмсемпе пĕрлех япăххисем те кăтартуллă пулнă. Çапах ытларах отрасль ÿсĕм çулĕ çинче пулни аван.

Шел те, промышленноç производствин индексĕ пĕлтĕр 98,6% кăна пулнă. Çакна Владимир Александрович кунта туса кăларакан продукци сутăнас енĕпе пулнă чăрмавсемпе сăлтавларĕ. Ку чи малтанах йывăр машиностроение такăнтарнă. Тулашри суту-илÿре те чăрмавсăр мар. Тĕпрен илсен импорт чакнă. Экспорт вара 9% ÿснĕ иккен.

«Миллиардçă»-предприятисен шучĕ ÿснĕ - 3 теçеткене çитнĕ. Вĕсен шутĕнче - «Элара», «Бреслер», «Экра», «Акконд», «Букет Чувашии», ыттисем. Пĕлтĕр Чăваш Енри предприятисенче çĕнĕ 6 производство хута янă. Кăçалхи 1-мĕш кварталта промышленноç производствин индексĕ ÿснинче çакăн витĕмĕ те пур-тăр.

Министр кăçалхи ĕçсем çине шанăçпа пăхать. Çакна чи малтанах «Промтрактор-Вакун» аван ĕçлесе кайнипе, унччен тĕпрен илсен оборона саккасĕсене пурнăçланă «Элара» çынсем валли продукци ытларах кăларма пуçланипе, Çĕмĕрлери автофургонсен комбиначĕн темиçе çуллăх саккассем пуррипе, ытти проектпа сăлтавлать.

Пĕлтĕр ял хуçалăхĕ каялла чакнăччĕ. В.Аврелькин аграрисем те кăçал малалла талпăннине палăртрĕ, иртнĕ çул чакнине кăçал саплаштармалла. Хăш-пĕр район курăмлă ÿсĕмсемпе савăнтарать те ĕнтĕ. Сăмахран, Патăрьелсен ÿсĕмĕ халех пысăк - 15% шайĕнче.

Министр ĕç укçин кăтартăвĕсене те пĕлтерчĕ: пĕлтĕр уйăхри вăтам шалу республикăра 19423 тенкĕпе танлашнă - ÿсĕм 13%. Кăçалхи 4 уйăх пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх ку виçе 19487 тенкĕ пулмалла.

Бюджета мĕнле пурнăçланине ЧР Тĕрĕслевпе шут палатин председателĕ Татьяна Минина, ПК Эксперт канашĕн председателĕ Владимир Шуверов хакларĕç. Пĕтĕмĕшле илсен ырларĕç темелле.

Трибуна çине вĕсен хыççăн тухнисен сăмахĕнче вара сĕнÿсем те янăрарĕç, влаç ĕçлесе çитереймен самантсем пирки калани те пулчĕ. Чăвашпотребсоюз ертÿçи Валерий Павлов «Правительство граждансен умĕнчи тивĕçне пурнăçланине, экономика малалла туртăннине» палăртрĕ. Анчах, унăн шухăшĕпе, тăкаксене виçеллĕ тумалли хушма мерăсем кирлĕ, хальлĕхе вара вĕсем хамăрăн тупăшсен ÿсĕмĕнчен пысăкрах хăвăртлăхпа хăпарса пыраççĕ. Çийĕнчен тĕрĕслев органĕсен ĕçне виçеллĕ тума тăрăшмалла: «Çав органсенче ĕçлекенсем лайăх çынсем. Анчах бюджета штрафсемпе пуянлатма тăрăшни икĕ вĕçлĕ - çав штрафсем ытла та пысăккине кура вăл е ку производство хупăнасси патне илсе çитерме те пултараççĕ». В.Павлов çавăн пекех çĕре хаклас тĕлĕшпе те улшăнусем кирли çинчен каларĕ, вырăнти продукцие федераци шайĕнчи суту-илÿ сечĕсене кăларассипе çыхăннă йывăрлăхсен темине те çĕклерĕ.

«Тароупаковка» АУО ертÿçи Олег Таланов пирки промышленноç представителĕ темелле ĕнтĕ, анчах вăл ку хутĕнче ял хуçалăх ыйтăвĕсем тавра пăшăрханса калаçрĕ. Тепĕр тесен АПК нуши уншăн та ют мар - Пăрачкав районĕнче предприятин хуçалăх пур вĕт. Олег Борисович ял хуçалăхне пĕлтĕрхи кăтартусем чакнăшăн сивлени вырăнсăррине палăртрĕ: «Çанталăк йĕпе пулчĕ вĕт. Кĕркунне нумайăшĕ кĕрхи культурăсене акса хăвараймарĕ. Эпир те акаймарăмăр - уйра шурлăхчĕ, тракторсем путса лараççĕ...» Çав вăхăтрах патшалăх, унăн шухăшĕпе, ял хуçалăхĕ тĕлĕшпе питĕ тимлĕ тееймĕн. Хресчен малтан темиçе уйăх тăкакланать, тупăшĕ вара çулталăк вĕçĕнче кăна кĕрет. Патшалăхăн çакна шута илмелле пек ĕнтĕ, анчах вăл та тивĕçлĕ субсидисене çулталăк вĕçĕнче кăна парать. Е - тата та каярах, тепĕр çул пуçламăшĕнче тин.

О.Таланов ялта ĕçлекенсем çителĕксĕрри пирки те пăшăрханса калаçрĕ: «Агрономсем, зоотехниксем, ветеринарсем çитмеççĕ. Аслăрах ăрурисем ĕçлеççĕ-ха, вĕсем кайсан вара мĕн курăпăр? Хамăрăн ял хуçалăх академийĕ специалистсене хатĕрлет, анчах ăна пĕтерекенсенчен яла каякан сайра. Вăрнарти ветеринари техникумĕнче вĕренекенсемпе курнăçрăм. Вĕренсе пĕтерсен хулана йытăсемпе кушаксене сиплеме каятпăр теççĕ...»

«СР» партин парламентри фракцийĕн лидерĕ Игорь Моляков бюджета пурнăçлас тĕлĕшпе коррупци пысăк чăрмав пулса тăни пирки калаçу пуçарчĕ. Ку хутĕнче вăрман хуçалăхĕнчи йĕркесĕрлĕх тĕслĕхĕсемпе паллаштарчĕ. Çав тĕслĕхсемпе темиçе уголовлă ĕç пуçарнă-мĕн. Депутат пĕлтернĕ тăрăх - сиен 300 млн тенкĕ патнеллех-мĕн. «Вăрланă вăрман калăпăшĕ - 6,5 пин вакун!» - тесе пĕлтерчĕ-ха, анчах çак цифра тĕлĕшпе хăй те иккĕленнĕн туйăнчĕ. Юрĕ, уголовлă ĕçсене тĕпчесе пĕтерессе кĕтер.

Çĕнĕ Шупашкар мэрне Александр Сироткина вара хăйĕн хулин нушисем пăшăрхантараççĕ. Сăмахран, химиксен хулинче çĕнĕ шкулсем кирлĕ. Юлашкине унта 17 çул каялла çĕкленĕ - унтанпа урăх туман. Çулсене юсас, çĕннисене тăвас ыйтусем те çивĕч. Ку енĕпе Çĕнĕ Шупашкар влаçĕсен Шупашкар тĕлĕшпе ÿпкев те пур: «Çулсем валли Шупашкара пирĕннинчен 12 хут пысăкрах укçа пама палăртнă...» Çулсем тенĕрен, укçа ытти район-хулана та пăсмĕ. Тĕслĕхрен, Елчĕксен представителĕ, халăх итлевĕнче сăмах илнĕскер, 23 км тăсăлакан Елчĕк-Курнавăш çула юсама вăхăт çитнине палăртрĕ. Вăл - районăн, анчах çавăн тăршшĕскере юсама Елчĕксем хăйсем кăна вăй çитереймесси куç кĕрет.

Итлеве хутшăннисем Патшалăх Канашне бюджета пурнăçлани çинчен тунă отчета çирĕплетмешкĕн сĕнме йышăнчĕç. Министрсен Кабинечĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем валли те сĕнÿсем палăртрĕç: вĕсем бюджет укçипе тирпейлĕ те тухăçлă усă курассине тивĕçтерес тĕллевлĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.