Комментировать

12 Мар, 2018

Чăваш Енре пурăнакансен ĕмĕрĕ вăрăмланнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин коллегийĕн Диагностика центрĕнче иртнĕ анлă ларăвне хутшăнчĕ.

Пирĕн хутлăхри халăхăн ĕмĕрĕ вăрăмланса пырать: 2010 çултанпа асăннă кăтарту 3 çул пысăкланса 71,5-рен иртнĕ. 85 çул урлă каçнă хисеплĕ ватăсем — 17 пин ытла, 100 çул тултарнисем — 99-ăн. Вилекенсен йышĕ чакса пынă май /пĕлтĕр кăна — 4,5%/ Раççей Президенчĕн çу уйăхĕнчи указĕсенче палăртнă чикĕсене çĕнсе илме пултарнă. 2017 çулта усал шыçăран вилекенсен хисепне юашки тапхăрта пуçласа 8 % чакарнă.

Владимир Викторов министр иртнĕ çулхи кăтартусене пĕтĕмлетсе сывлăх сыхлавĕнче цифровизаци мелĕпе — телемедицина технологийĕсемпе — тухăçлă усă курнин пĕлтерĕшне уйрăммăн палăртрĕ.

Владимир Николаевич çавăн пекех кадр ыйтăвне татса памашкăн федерацин «Земство тухтăрĕ» проект чылай пулăшнине палăртрĕ, вăл вăй илнĕренпе ялти сиплев учрежденийĕсене 371 тухтăра йышăннă. Кăçал «Земство фельдшерĕ» программа ĕçлесе кайрĕ. Унăн тĕллевĕ — модульлĕ ФАПсене вăтам сыпăкри специалистсемпе тивĕçтересси. Асăннă ведомство кадрсем хатĕрлессине тивĕçлипе хаклать.

Паллах, министр çитĕнÿсемпе пĕрлех çитменлĕхсене те чылай асăнчĕ. Çакна республика Пуçлăхĕ тивĕçлипе хакларĕ. 

Анлă ларăва пухăннисен ĕçлĕ калаçăвне сÿтсе явмашкăн çавăн пекех РФ Патшалăх Думин Федераци Пухăвĕн сенаторĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин общество канашĕн хастарĕ Валентина Теллина, пациентсен пĕрлĕхĕн представителĕ Геннадий Матвеев хутшăнчĕç.

 

Рубрика: