Комментировать

2 Мар, 2018

Пирĕн ентеш — «Ты супер!» конкурсра

Çĕмĕрлере пурăнакан Виктория Трончук НТВ телеканалпа кăтартакан «Ты супер!» конкурса хутшăнать. Вăл жюрисен умĕнче Queen рок-ушкăнăн «The Show Must Go On» юррине юрлĕ.
«Ты супер!» конкурса Раççейри, Абхазири, Азербайджанри, Арменири, Грузири, Казахстанри, Кăркăсстанри, Молдовăри, Украинăри, Эстонири, Кăнтăр Осетири ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă 82 ача хутшăнать. Вăл ыран, пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче, каçхи 8 сехетре, старт илет. Шăпах çавăн чухне пирĕн ентеше курма май пулĕ. Сăмах май, проект Викăна пĕртăванĕпе курнăçма май парĕ.
13-ри хĕрача эстрада музыкин «Артон» ушкăна çÿрет. 8 çултанпах юрлаканскер эстрадăпа джаз вокалĕ енĕпе ăсталăхне туптать. Вика республика çеç мар, Раççей шайĕнчи конкурссене пĕрре мар хутшăннă. Çак йышра — «Синяя птица», «Челентано», «Чăваш Енри пултаруллă ачасем».
Ачасене Сергей Лазаревпа Юлианна Караулова юрăçсем, Виктор Дробышпа Игорь Крутой композиторсем хаклаççĕ. Халĕ телепроект сайтĕнче сасăлав иртет. Унта конкурса хутшăнакан килĕшнĕ ачашăн сасă пама пулать. Çĕнтерÿçĕ «Халăх юратăвне çĕнсе илнĕ» номинацие тивĕçĕ.
Ирина КОШКИНА.
pg21.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: