Комментировать

20 Фев, 2018

Шăмăршăри пушарта кил хуçине çăлнă

Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал республикăра пирус туртнă чухне асăрханманран 14 пушар тухнă. Çулăмра 4 çын вилнĕ, 11-ĕн суранланнă. Пушар 800 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Ĕнер каçхине Шăмăршăри Юбилей урамĕнчи 6-мĕш çуртри пĕр хваттерте «хĕрлĕ автан» алхаснă. 61-ри кил хуçине çăлавçăсем урама илсе тухнă. Çулăмпа пиçнĕскере Патăрьел район больницине леçнĕ. Пушара 20 минутра сÿнтернĕ.

 

Рубрика: 
Теги: