Комментировать

17 Фев, 2018

Чăваш Енре ыр кăмăллăх марафонĕ старт илчĕ

Паян, нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Шупашкарти Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ старт илчĕ. «Раççей ача-пăча фончĕн» Чăваш регион уйрăмĕ кăçал 30 çул тултарчĕ. Çавна май уява пухăннисене юбилей ячĕпе Чăваш регион уйрăмĕн правленийĕн ертÿçи Юрий Кислов саламларĕ. Çак ырă ĕçе пуçаракансене аса илчĕ, вăл вăхăтри нушаллă пурнăçа куç умне кăларчĕ. 

«Марафон пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк, – тĕрĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев маллала сăмах илнĕ май. – Пĕрремĕшĕнчен, ырă ĕç тăватпăр эпир, иккĕмĕшĕнчен, вара марафон урлă ача-пăчана воспитани партпăр. Аслисем сăваплă ĕç пурнăçланине курса ÿсеççĕ вĕсем».

Пĕлтĕр ыр кăмăллăх марафонне республикăра 1600 ытла çын хутшăнса 8 млн тенке яхăн укçа пухнă.

Аса илтеретпĕр, марафонра пуçтарнă нухрата нумай ачаллă, çитмен пурнăçпа пурăнакан çемьесене пулăшма, больницăсем валли çĕнĕ оборудованисемпе препаратсем, вĕренÿ учрежденийĕсемпе ача çурчĕсем валли сĕтел – пукан, тетте, кĕнеке туянма усă кураççĕ. Фонд укçипе пултаруллă ачасене, коллективсене те пулăшаççĕ.

Вячеслав Рафинов, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ:

- Кăçал Раççейре – Ырă тăвакансен çулталăкĕ. Çавна май марафон пухмачĕ тата ытларах пуянланасса шанас килет. Паллах, ку тĕлĕшпе ытти çул та япăх мар ĕçленĕ. Эпĕ хам та больницăра вăй хунă чухне те, халĕ те хутшăнатăп унта. Ыттисене те явăçтаратăп. Çынна ырă туни вăл – сăвап.

Мария Мареева, «Раççей ача-пăча фончĕн» Чăваш регион уйрăмĕн правленийĕн ревизи комиссийĕн членĕ:

- Чăваш Енре çак марафон питĕ йывăр вăхăтра йĕркеленчĕ. Эпĕ ун чухне «Пионер сасси» хаçат редакторĕнче ĕçлеттĕм. Валентина Иванова, йывăр тăпри çăмăл пултăр, тăрăшнипе пĕр чăмăра пĕрлешсе ырă ĕç тума пуçларăмăр. Ача çурчĕсем валли кĕнекесем, япаласем пухаттăмăр. Астăватăп, хам та килтен темиçе михĕ кĕнеке илсе кайрăм. Венгрирен пушмаксем туянса килнĕччĕ. Вĕсене те çĕнĕллех патăм.

Марафон çак шая çитессе эпир ун чухне шухăшлама та пултарайман. Ырă ĕçе предприятисем, бизнесменсем хутшăнасса тĕлленмен те. Эпир, «Нимене» пуçаракансем, паян çакăншăн хăпартланатпăр.
 

Теги: