Комментировать

13 Фев, 2018

Полпред Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕн строительствипе паллашрĕ

Паян РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа пулнă май Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕн строительство лапамĕнчи ĕç-хĕлпе паллашрĕ.

Полпред, сăмах май, çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парса ÿстерессине пысăк тимлĕх уйăрать. Акă нумаях пулмасть Пермь хулинче иртнĕ канашлура та Михаил Бабич пуçарнипе тата РФ вĕрентÿ министрĕ Ольга Васильева ырланипе Раççей Правительстви валли çĕршывра кадет вĕрентĕвĕн системине аталантармалли сĕнÿсен пуххине хатĕрленĕ. Документра Атăлçи тăрăхĕнче кадет корпусĕсене тăвас тĕлĕшпе пухнă паха опыта та шута илме сĕннĕ. Чăваш Ен тĕп хулинче хута каякан кадет корпусĕ федерацин Атăлçи округĕнче улттăмĕш пулĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин каланă тăрăх — строительство ĕçĕсем графикпе килĕшÿллĕн пыраççĕ. Строительсем пĕрремĕш тапхăрта тума палăртнă ĕçсене кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме шантараççĕ. Малтанах йĕркелÿ саманчĕсенче йывăрлăхсем те сиксе тухкаланă, анчах вĕсене вăхăтра тата тивĕçлĕ татса пама май килнĕ. Михаил Бабич полпред çакăншăн республика Пуçлăхне тав турĕ. «Чăваш Енри кадет корпусĕ çĕнĕ вырăнта питĕ кĕске вăхăтра хута каять. Эпир çак вĕренÿ заведенийĕ çине пысăк шанăçпа пăхатпăр. Кунта кадет пĕлĕвĕ илекенсен малашлăхра аслă çар вĕренÿ завденийĕсене кĕме çăмăллăхсем пулччăр. Граждан профессийĕсене алла илме шут тытнисем те кунтан вĕренсе тухсан çĕршыври кирек хăш аслă шкула кĕме пултарччăр», — терĕ Михаил Бабич.

Федерацин Атăлçи округĕн Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусне туса пĕтерсен тата тавралăха хăтлăлатсан ку тăрăх тĕп хулари илемлĕ вырăнсенчен пĕри пулассине палăртрĕ Михаил Бабич полпред. Сăмах май, кадет корпусĕ таврашĕнчи вăрмана РФ Президенчĕн «Хула хутлăхĕ» проектне кĕртнĕ. Программăпа килĕшÿллĕн парка йĕркене кĕртме самай пысăк укçа уйăрма палăртнă. Кунта фонтансем, ачасем валли вăйă лапамĕсем, кану зонисем пулĕç. «Икĕ-виçĕ çултан кунти вырăнсем илемленсе хăтлăланĕç. Парк хула çыннисемпе хăнасемшĕн чи юратнă вырăн пулса тăрасса шанатăп. Вăл Шупашкар хулин, Чăваш Республикин аталанăвĕшĕн ĕçлĕ», — терĕ полпред.

Михаил Бабич çĕнелсе илемленнĕ парка мĕнле ят парассипе те кăсăкланчĕ. Кун пирки чылай шухăшланине, халăхпа та сÿтсе явнине, тĕрлĕ сĕнÿ пулнине палăртрĕ Иван Моторин премьер-министр. Юлашкинчен вара «Кадет паркĕ» ят çинче чарăнса тăнă. Михаил Бабич та ку ятпа килĕшнине пĕлтерчĕ.

Кадет корпусĕнчи строительство ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн полпред журналистсемпе тĕл пулса калаçрĕ.

Рубрика: 
Теги: