Комментировать

8 Фев, 2018

Тăван чĕлхене юратса

Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Вĕрентÿ институтĕнче кĕçĕн классенче вĕренекенсен XXIII ăс-хакăл вăййисем пуçланнă. Çак кун тăван чĕлхепе юрăсем юрланă, çĕршыва, çывăх çынсене юратни çинчен сăвăсем каланă. Чăваш тата тутар чĕлхисем янăранă.

Тепĕр тапхăр пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче математика, вырăс чĕлхи тата литератури, пирĕн тавралăх предмечĕсемпе иртĕ.

Вăййăн пĕрремĕш кунне 88 вĕренекен пухăннă. 4 сехетре ачасем хайлав çырнă, реклама хучĕсем тунă, тăван литературăн классикĕсен чĕлхе вăрттăнлăхĕсене шыранă.

Жюри членĕсем шкулти вĕрентекенсен тăрăшулăхне палăртнă.

Çĕнтерÿçĕсем:

«Чăваш чĕлхи» секцире — Никита Кириллов, Çĕрпÿ районĕ, Чиричкасси шкулĕ,

«Чăваш литературин вулавĕ» — Анастасия Никитина, Муркаш районĕ, Сосновка шкулĕ,

«Тутар чĕлхи» секцире — Айсылу Неуметова, Патăрьел районĕ, Ксыл-Камыш шкулĕ,

«Тутар литературин вулавĕ» — Лейсан Ямалетдинова, Комсомольски районĕ, Тукай шкулĕ.
 

 

Рубрика: