Комментировать

23 Янв, 2018

Росгварди яваплăха туйса тăрăшать

Паян Росгвардин Чăваш Республикинчи уйрăмĕ 2017 çулхи оперативлă служба ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ. Анлă канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров хутшăнчĕç.

Росгвардин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Алексей Ежеев полковник пĕлтернĕ тăрăх — иртнĕ çул ведомствăшăн ансат çулталăк пулман. Апла пулин те патшалăх влаç органĕсемпе пĕр шухăшлă пулса ĕçленĕрен обществăри йĕркелĕхпе тăнăçлăха сыхлас тĕлĕшпе çитĕнÿсем тума, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме май килнĕ.

Росгварди салтакĕсем республикăшăн, Чăваш Енре пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ тата яваплă ĕç пурнăçлаççĕ. Вĕсем обществăри йĕркелĕхе сыхлаççĕ, саккунлăха çирĕплетессишĕн, преступленисен шутне чакарассишĕн тăрăшаççĕ…

— Регионта тăнăçлăх хуçаланни, обществăпа политика лару-тăрăвĕ лăпкă пулни — эсир служба тивĕçĕсене пысăк яваплăхпа пурнăçланине уçăмлă кăтартакан паллă. Чи пĕлтерĕшли — сире çынсем шанаççĕ, — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Росгварди боецĕсене пархатарлă ĕçшĕн тав тунă май. Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнисене патшалăх наградисемпе чысларĕ.

Росгварди ретĕнче службăра тăракансен умне 2018 çул та пысăк тĕллевсем лартать. Çитес вăхăтра РФ Президенчĕн суйлавĕ тата футбол енĕпе Тĕнче чемпионачĕ иртмелле. Пысăк çак мероприятисенче йĕркелĕхпе тивĕçтересси, Алексей Ежеев палăртнă тăрăх, кăçалхи тĕп тĕллевсен шутĕнче.

 

Рубрика: