Комментировать

17 Янв, 2018

Çĕр улми рынокĕнче мĕн пулса иртет?

«Агро-Инновацисем» пĕлтернĕ тăрăх — кăрлачăн 11-мĕшĕ тĕлне кашни килограмм çĕр улмин хакĕ республикăри лавккасенче чи йÿнни — 14,9, чи хакли — 20,7, вăтамран 18,4 тенкĕ пулнă. 2016 çулхи çав кун тĕлне вăтамран 14,1 тенкĕлле сутнă. Çак уйăхра пасарсенче чи йÿнни — 22, чи хакли — 25, вăтамран 24,3 тенкĕпе танлашнă. 2016 çулхи асăннă кун тĕлне 20,1 тенкĕлле туяннă. Çапла вара кăçалхи пĕрремĕш вунă кунра лавккасенче çулталăк каяллинчен – 4,3, пасарсенче 4,2 тенкĕ хаклăрах сутнă.

Паллах, ÿсĕм хуласенче çĕр улми туянакансемшĕн лайăхах мар. Аграри рынокĕн конъюнктурин институчĕ тĕпчев ирттерсе çак туртăм çĕршывĕпех палăрнине çирĕплетнĕ. Экспертсем кăçал çĕнĕ çĕр улми кăларма пуçличчен темиçе эрне маларах суту-илÿре кивви сахалланассине е хăш-пĕр регионта пĕтессине палăртаççĕ. Шупашкарти пасарсенче курттăммăн 13-14 тенкĕлле сутаççĕ. Хула çыннисем унта пĕрер-икшер михĕ туянса укçа перекетлеме пултараççĕ.

Асăннă институт «иккĕмĕш çăкăр» хакĕ еплерех улшăннине тĕпчесе иртнĕ уйăхра çулталăк каяллахинчен çĕршывăн суту-илĕвĕнче вăтамран 33% ÿснине çирĕплетнĕ. Вăл хушăнсах пынине аналитиксем пĕлтĕр çĕр улми хула халăхне тивĕçтермеллех туса илейменнипе ăнлантараççĕ. Росстат 29,6 млн тонна — 2016 çулхинчен 4,9% сахалрах — пухса кĕртнине пĕлтерчĕ. Анчах институт — 22,2 млн çеç, çав шутра кил хуçалăхĕсем — 15,5 млн, ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсем 6,7 млн тонна пуçтарса илнĕ тесе пĕтĕмлетнĕ. Кунсăр пуçне унăн сотрудникĕсем кил хуçалăхĕсем 15,5 млн тонна хывни пирки иккĕленеççĕ. <...>

Иртнĕ эрнере çĕр улми çитĕнтерекен хуçалăхсен хушшинче пĕчĕк ыйтăм ирттертĕм. Ертÿçĕсем «иккĕмĕш çăкăр» пĕлтĕрхи кĕркуннех хакланма пуçланине, сутлăх хакĕ уйăхсерен хăпарнине пĕлтерчĕç. Çапла вара вăл çĕнĕ çĕр улми кăларичченех ÿссе пырĕ.

Петр ЯЛУКОВ, «Батыревский » АХО ертÿçи:

Кашни килограма курттăммăн 12-14 тенкĕлле туянса Мускава, Хусана турттараççĕ. Хакĕ чăннипех те савăнтарать. Виçĕм çул вăл çак вăхăтра 3 тенкĕ те 50 пус çеçчĕ, апла пулин те туянакан сахалччĕ. Иртнĕ çулсенче чылай хуçалăх çĕр улми лаптăкне пĕчĕклетрĕ. Эпир сахаллатмарăмăр. Кăçал та пĕлтĕрхинчен чакмастпăр.

Александр КАПИТОНОВ, çĕр улми рынокĕн эксперчĕ:

Çитес уйăхсенче çĕршывра «иккĕмĕш çăкăрăн» сутлăх хакĕ хăпарсах пырĕ. Раççей Çĕр улми союзĕн председателĕ Алексей Красильников: «Сăлтавĕ 2017 çулта ăна сахалрах туса илнинче тата пахалăхĕ япăхрах хинче», — тенипе килĕшетĕп. Ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсен çеç мар, кил хуçалăхĕсен те вĕтĕрех пулчĕ. Çуркунне-çулла сутлăх хак 20 тенкех çитме пултарать.

Хасиятулла ИДИАТУЛЛИН, «Çĕр улмине мухтав» обществăн генеральнăй директорĕ:

— Хальхи вăхăтра кашни килограма 13-15 тенкĕлле кунне 100 тонна таран ăсататпăр. Ытларах Шупашкара каять. Çак хак компани «иккĕмĕш çăкăр» туса илнĕ чухне курнă тăкака саплаштарма май парать. Таса услам илессишĕн, унпа трактор-машина паркне пуянлатассишĕн, ытти ыйтăва татса парассишĕн сутлăх хака ÿстерме тăрăшатпăр. Вăл хăпарасса шанатпăр. Тулли верси...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.