Комментировать

21 Дек, 2017

Урама тухса спирт туянакан шырать

Ирхи ултă сехет çеç-ха. Шупашкарти кăнтăр-хĕвел анăç районĕнчи çуртсен таврашĕнче виçĕ-тăватă çĕрте çынсем пухăннă.

— Эх, ĕнер куç курми пуличчен кÿпсе лартнă, халĕ пуç кунтăк пек, — илтĕнчĕ палланă сасă.

— Ан та кала. Кÿршĕ тивĕçлĕ канăва тухнă ятпа малтан шуррине ĕçрĕмĕр, çитменрен спирт хушрăмăр. Килте диван çине те улăхайман, урайĕнчех çĕр каçнă, — «мухтанчĕ» тепри. — Пĕр пус укçа та юлмарĕ.

Камран та пулин кивçен илес шутпа хăшĕ- пĕри троллейбус чарăнăвне ĕçе васкакансем патне утрĕ.

— Кивçен илсе йăлăхрăм. Палланă «çĕнĕ вырăс» патне тĕслĕ тимĕр-тăмăр леçем-ха, мухмăр чĕртмелĕх тÿлетех, — хавхаланчĕ виççĕмĕшĕ.

— Манăн пĕр кĕленче тăварланă хăяр сутмалли пур...

Арăмĕсенчен вăрттăн илсе тухнă çимĕçсене сутса, тенкĕ çумне тенкĕ хушса кăштах нухрат пухрĕç. Спирт шĕвекĕ туянчĕç те кĕрхи сивĕпе ĕнтĕркенĕ шăнасем пек подьезд умĕнче сĕнксе ларчĕç.

Тепĕр кунхине укçаллисем тÿрех Максимов урамĕнчи виççĕмĕш çуртри Каракатица хваттере спирт туянма утрĕç. Сутуçăн чăн хушамачĕ урăхла. Ĕçкĕçсене хăйĕн серепине çаклатнăшăн çакăн пек хушма ят çыпçăннă ун çумне. Каракатица — хĕрĕх çул урлă каçнă пĕр ачаллă хĕрарăм. Вăл хăй те хаяррине тиркемест, пирус та мăкăрлантарать. Ирех подћезд умне тухса спирт туянакансене шырать.\

— Ма никам та шалăп парса хуптармасть унăн килти «лавккине»? — тарăхрĕ кÿршисенчен пĕри.

— Хальччен тепĕр хваттер туянмалăх та тупăш турĕ пуль, — ниçта кайса кĕреймерĕ тепри. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.