Комментировать

19 Дек, 2017

Раççей лидерĕсем

Раштавăн 15-18-мĕшĕсенче Чулхулара тата Самарта «Раççей лидерĕсем» конкурсăн Атăлçи округĕнчи çурма финалĕ иртнĕ. Чăваш Енрен унта 19 управленец хутшăннă.

Чăваш Республикин десанчĕ Удмурт, Мордва, Мари республикисен, Чулхула тата Пенза облаçĕсен представителĕсемпе пĕрле Чулхулара финала тухассишĕн тупăшнă. Тутар, Пушкăрт республикисен, Самар, Саратов, Оренбург тата Чĕмпĕр облаçĕсен представителĕсем Самар хулинче пухăннă. Вĕсем пурте — конкурсăн дистанци тапхăрĕн çĕнтерÿçисем. Чăваш Ен представителĕсен йышĕнче — ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Роман Каляев, Николай Николаев, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Оксана Ачкасова тата ыттисем.

Çурма финалта мала тухнă 300 конкурсант 2018 çулхи нарăс уйăхĕнче Мускавра иртекен финала хутшăнĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.