Комментировать

14 Дек, 2017

Тÿлевсĕр каток, «Çĕнĕ çул ярмăркки»… "Лакрей вăрманĕ" Çĕнĕ çула хатĕр!

Нумаях пулмасть сарнă каток çинче хальлĕхе никам та ярăнмасть. Аттракционсем те ĕçлемеççĕ. Анчах раштавăн 17-мĕшĕнче «Лакрей вăрманĕ» ача-пăча сассипе туласса шанаççĕ кунти ĕçченсем. Шăпах çав кун паркра Çĕнĕ çулхи мероприятисем старт илеççĕ.

Йĕлтĕрпе е «ватрушкăпа», конькипе ярăнас килет-и? Тен, «банан» çинче? «Лакрей вăрманĕ» паркра мĕн ыйтнине çийĕнчех пурнăçлаççĕ. Кирлĕ тăк квадроциклпа ярăнса кăмăла çĕклеме пулать. Кунта вăхăта хаваслă ирттерме темĕнле мероприяти те йĕркеленĕ. Вĕсем раштавăн 17-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 8-мĕшĕччен иртĕç.

Çĕнĕ çул умĕнхи программа пуян. «Сивĕ патшалăх» ятлăскере «Сивĕ чĕре» мультфильм тăрăх хатĕрленĕ. Раштавăн 17-мĕшĕнчен пуçласа кашни канмалли кун ачасемпе ашшĕ-амăшне унти сăнарсем - Эльзăпа Анна патша хĕрĕсем, Олаф юр кĕлетки, Свен пăлан - кĕтсе илсе хаваслă кăмăл-туйăм парнелĕç, тĕрлĕ çĕршывра Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илнипе паллаштарĕç. Мультфильмри тепĕр сăнар - Кристофф - ачасене йывăç тăвайкки патĕнче кĕтĕ. Унта пурте «ватрушкăпа» ярăнса кăмăла çĕклеме пултарĕç. Ăна ятарлă пунктра вăхăтлăха илме те, хăвăннипе килме те май пур. «Сивĕ чĕре» ют çĕршыв мультикĕ пулнăран ăна хамăрла ирттересшĕн. Çавăнпа «Çĕнĕ çул ярмăркки» ĕçлĕ. Парка килекен кашни çын тутлă чейпе, икерчĕпе сăйланма пултарĕ. Унсăр пуçне «Лакрей вăрманне» пынисене тĕрлĕ ăсталăх класĕ, викторина, караоке кĕтет.

Каток тÿлевсĕр, унта кăмăл туличчен ярăнма пулать. Коньки çук тăк ăна ятарлă пунктран илме пулать. Парк директорĕ Игорь Ивонтьев палăртнă тăрăх, нумай ачаллă çемьесен хаксен 50% çеç тÿлеме май пур. Ятарлă документ кăтартмалла çеç.

Рубрика: