Комментировать

7 Дек, 2017

Савнине вĕçертнĕшĕн ÿкĕнет

Муркаш районĕнчи Мăн Шаптакри Иван Афанасьев пĕр кунхине Пичет çуртне редакци ĕçченĕсенчен малтан çитнĕччĕ. Пирĕн кăларăм ĕçченĕсем мĕнле пурăнни, хаçата епле кăларни чылайранпах кăсăклантарнă ăна, анчах та чăрмантарса çÿресрен кĕрсе тухма аванмарланнă. Çапах та шалти туйăмне çĕнтерсе хăюлăх çитернех вăл.

Пилĕкне шăнтас мар тесе хутлă-хутлă ăшă кофта, жилет, хулăн куртка тăхăннăччĕ вăл. Сивĕ мастерскойра ĕçленĕ чухне пилĕкне шăнтнăскер халĕ асăрханать. «Ăшши лайăх-ха, сивви мар», — терĕ пукан çине вырнаçнă май ирхи хăна. <...>

Иван ялта пĕчченех пурăнать. Çулсем кайсан та чун ватăлмасть. Унăн савнă хĕрĕ пулнă. Анчах та шăпа пĕрлештермен икĕ çамрăка. Тăватă-пилĕк çул таранах туслă çÿренĕ савнийĕ хулана тухса кайнă та урăххине тĕл пулнă. Каччăн тăван ялтан ниçта та каяс килмен, чиперккене епле вĕçертнине хăй те сисмесĕр юлнă. Паллах, çакă унăн чунне ĕмĕрлĕхех амантнă. Ĕлĕкхи савнине куçĕ умне кăларнă хыççăн сăнĕ салхуланчĕ Иванăн. Тен, çавăнпах ку таранччен те авланас темен, ăна-кăна шарламарĕ вăл.

Тунсăхласа та кичемленсе пурăнмасть хусах. Йывăçа эрешлесе касассипе вунă çул ытла тăрăшать. <...>

18 çул каялла Мăн Шаптакра юмахри пек хитре те капăр çурт хăпартнă вăл. Ăна хăй ăсталанă сĕтел- пуканпа хăтлăлатнă Иван Афанасьев. Алă усса ларма хăнăхман арçыннăн пушă вăхăт çукпа пĕрех. Вăрмана хунав лартма çÿрет. Москакассинче те унăн йывăççисем ешереççĕ. Анкартийĕ хыçĕнче те — чăрăшсен аллейи. «Çынсене ăнланса çитерме çук, кашни çулах пырса касаççĕ. Илемлĕхе курмаççĕ-ши? Хаклама, шеллеме пĕлмеççĕ», — чунне ыраттарса калаçрĕ Иван Петрович.

50 çултан каçнă арçын арăм тупас шанчăка çухатман-ха, республикăн пĕр-пĕр кĕтесĕнче унăн пулас мăшăрĕ пурăннине ĕненет. Хăйне хирти тăлăх йывăç пек туйса ывăннă вăл. Ăна лăпкă та сăпайли, ĕçрен хăраманни, чи пĕлтерĕшли — ялта пурăнма килĕшекенни кирлĕ. Пулас арăмне йывăр ĕçлеттересшĕн мар вăл. Тепĕр тесен, çурт хăпартас тесе пилĕк авмалла мар, хуралтисем те çĕнĕ. Унăн шухăшĕпе, хĕрарăм кил-тĕрĕшри тивĕçсене пурнăçлани те çителĕклĕ. Çемье ăшшишĕн тунсăхланине пытармарĕ арçын. Пĕр класра вĕреннисен, тăванĕсен ачисене курсан чунĕ епле ан ыраттăр? «Кая та юлтăм мар-и? Тин çеç шкултан вĕренсе тухнăччĕ, халь кăна çартан таврăннăччĕ пек. Тахăш вăхăтра çамрăклăхăм çухалчĕ. Пур ĕçе те хăйĕн вăхăтĕнче пурнăçламалла иккен…» — тунсăхлăн калаçрĕ хусах. Тулли верси...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.