Комментировать

2 Дек, 2017

Япони команди çĕнтерчĕ, Раççей — пиллĕкмĕш

Çапла вĕçленчĕ раштавăн 1-мĕшĕнче пуçланнă тĕнче кубокĕ. Тĕп парнине çĕнсе илессишĕн финалта Японипе Китай командисем тупăшрĕç. Юлашки раунд 4:4 шутпа вĕçленчĕ пулин те Япони çĕнтернĕ тесе йышăнчĕç.

«Бронзăшăн» Монголипе АПШ командисем кĕрешрĕç. Ку тĕл пулура Монголи спортсменĕсем вăйлăрах пулчĕç. «Хĕвел тухăç енчи кĕрешÿçĕсене парăнтарма пĕрре те çăмăл мар. Кĕрешÿ спортăн чи анлă сарăлнă тĕсĕ. Унпа çĕр-çĕр çын кăсăкланать. Спортсменсем мĕн пĕчĕкрен ăсталăха аталантарма тытăнаççĕ», — терĕ Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Аванесович.

Шел те, пирĕннисем пьедестал çине хăпараймарĕç. Раççей команди 5-мĕш вырăн йышăнчĕ. «Хĕрсене ку турнирта çăмăл килмерĕ. 4 тупăшуран 3-шĕнче çĕнтерчĕç пулин те мала тухаймарĕç. Пирĕн команда çамрăк. Пурте пысăк турнирсене хутшăнман. Опыт сахал», — пĕлтерчĕ командăн аслă тренерĕ Наталья Смирнова. Юлашки тупăшура Раççей спортсменĕсем Украина командипе вăй виçрĕ.

Мария Гурова, Европа чемпионки:

— Кĕрешÿ спорчĕпе эпĕ 18 çул каяллах туслашнă. Эп ку ăмăртура чи аслисенчен пĕри. Тупăшусем яланхи пекех хĕрÿ пулчĕç. Япони команди ку хутĕнче те хăйне лайăх енчен кăтартрĕ. Вĕсем çамрăк пулин те пултаруллă та вăйлă. Хам та кашни раундрах мĕн пултарнă таран кĕрешрĕм. Чăваш Ен пирĕншĕн иккĕмĕш кил пекех пулса тăчĕ. Кашни çул килетпĕр кунта. Шупашкарта сборсем, ăмăртусем пĕрре мар иртнĕ.

Максим Молонов, Бураяти командин тренерĕ:

— Шупашкарта эп пĕрремĕш хут мар. Манăн вĕренекенсем Раççей кубокне темиçе хут та хутшăннă. Кăçал кавир çине Сталвира Оршуш тухĕ. Тĕнче кубокĕнче те çĕршыв чысне хÿтĕлерĕ вăл. Эп ун тупăшăвĕсемпе кăмăллă. Виçĕ раундра мала тухма пултарчĕ. Шупашкар ăмăртăва яланхи пекех пысăк шайра йĕркелесе ирттерчĕ.

Рубрика: