Комментировать

30 Ноя, 2017

Тĕнче кубокĕ старта тухма хатĕр

Паян «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче ыран пуçланакан тĕнче кубокне халалласа пресс-конференци иртрĕ.

Унта тĕнче кубокĕн техника делегачĕ Родика Мария Якши, РФ кĕрешÿ спорчĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Наталья Ярыгина, РФ хĕрарăмсен пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Александр Борзунов, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР кĕрешÿ спорчĕн федерацийĕн ертÿçи Алексей Лапшин, спорт судйисем Сильвестри Антониопа Едит Дзоса хутшăнчĕç.

«Чăваш Ен ăмăртăва лайăх хатĕрленнĕ. Спорт керменĕ чаплă. Куракансем те нумай пуласса шанатăп. Олимп вăййин аренинче вăй виçнĕ спортсменсен тупăшăвĕ хĕрÿ пулатех», — терĕ Родика Мария Якши.

Александр Борзунов каланă тăрăх — командăсем ытларикунах килсе çитнĕ. «Хăнасем Шупашкарпа паллашма та ĕлкĕрчĕç. Вĕсем тренировкăсем ирттерме те тытăннă. Раççей команди вара темиçе эрне каяллах сборта пулчĕ. Пирĕн хĕрсен йышĕ çамрăк. Опытлисем, шел те, тĕрлĕ сăлтава пула ăмăртăва хутшăнаймаççĕ», — терĕ вăл.

Судьясен йышĕ те пысăк. «Ют çĕршывран 20 çын килнĕ. Пурте вĕсем — пĕтĕм тĕнче категориллĕ судьясем. Раççей судйисем 10-ĕн ĕçлеççĕ», — пĕлтерчĕ Сильвестри Антонио.

 

Рубрика: