Комментировать

14 Ноя, 2017

"Асам" кинофестиваль паян çĕнĕ ятпа паллаштарчĕ

Ĕнер Пĕтĕм чăвашсен "Асам" III  кинофестивалĕ Марат Никитин режиссерăн "Фуга" илемлĕ фильмĕпе уçăлнине "Хыпар" издательство çурчĕ çĕркаçах пĕлтернĕччĕ

Фестиваль жюрин паян программăри çĕнĕ авторсен ĕçне хаклама тиврĕ. Чăваш Енри киноăстисен ĕçĕпе паллаштаракан форум иртекен виçĕ лаптăкран пĕринче, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнчи кинозалта, 10 сехет те 10 минутра "Çавра çил варринче манăн кун..." документлă фильма кăтартнă. "Асам" программине кĕртме ăна çак ĕçĕн операторĕ Александр Шумов сĕннĕ. Сăмах май, ăна ĕнер Чăваш Республикин кинематографистсен союзĕн членне илни çинчен калакан удостоверени пачĕç (сăн ÿкерчĕкре). 

"Хыпар" издательство çурчĕ фестиваль уçăличчен темиçе кун маларах "Çавра çил варринче манăн кун..." документлă фильм режиссерĕпе тата сценарисчĕпе Инна Великановапа телефонпа çыхăнчĕ. Инна Петровна Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Ăстакасси ял библиотекинче ĕçлет. Вăл "Хыпар" издательство çуртне пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енĕн Наци вулавăшĕ ирттерекен конкурссене хутшăнса видеороликсем хатĕрлеме унчченех пуçланă. Кăçалхи ĕçе хăйсен ентешĕн, Любовь Мартьянова сăвăçăн, пултарулăхне халалланă. 

"Эпĕ - чăваш чĕлхишĕн, чăваш писателĕсемшĕн, чăваш культуришĕн. Хамăр районти Карапаш ялĕнче çуралнă Любовь Мартьянован "Çавра çил варринче манăн кун..." кĕнеки пĕлтĕр тухрĕ. Фильма кăçал çуркунне ÿкертĕмĕр, - каласа кăтартрĕ Инна Великанова. - Библиотека çумĕнче "Кăмăл" фольклор коллективне çÿрекенсене фильмра ÿкерĕнме сĕнтĕм те хаваспах килĕшрĕç. Вĕсем хăйсене килĕшекен сăвăсене суйласа илчĕç. Хамăр тăрăхри хитре вырăнсене тухса репетицисĕрех ÿкертĕмĕр". 

"Çавра çил варринче манăн кун..." документлă фильма паян çитейменнисем "Чăвашкино" киностудин тата электрон документацийĕн архивĕн çуртĕнче ыран 16 сехетре курма пултарĕç. Кинофестиваль программинчи фильмсене "Çеçпĕл" кинозалта, "Чăвашкино" çуртĕнче тата Чăваш наци библиотекинче кăтартаççĕ. Тулли программăпа http://ru.avan-kino.com/a/news/84.html каçăпа иртсе паллашма пулать.

Аса илтерер: "Асам" кинофестивале савăнăçлă лару-тăрура уçма Чăваш Енĕн культура министрĕ Константин Яковлев; Шупашкар хула пуçлăхĕн заместителĕ - Депутатсен пухăвĕн председателĕ Виктор Горбунов; чăваш парламенчĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов; Чăваш Ен халăхĕсен ассамблейин канашĕн председателĕ, культурологи наукисен докторĕ Владимир Васильев хутшăнчĕç. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнчи пĕчĕк кинозал сцени çине юрă-ташă ăстисем те: Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ, "Янташ" ушкăн, "Дуняша Стайл" вокал квартечĕ, Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищин "Янтал" фольклор ушкăнĕ - хăпарчĕç. Фестивале уçма йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятие тата, паллах, режиссерсем, операторсем, актерсем, продюсерсем, киноÿнере хаклакан ытти çын пуçтарăннăччĕ. 

 

 

 

Рубрика: