Комментировать

26 Окт, 2017

Кире пуканĕ спортĕнче вăйлисем çеç

Юпа уйăхĕн 20-22-мĕшсенче «Спартак» спорт шкулĕнче кире пуканĕ йăтакансен «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн пĕтĕм Раççейри турнирĕ иртрĕ.

Ту р н и р э р н е к у н у ç ă л ч ĕ . Пĕрремĕш кун спортсменсене салам сăмахĕсем калакансен шутĕнче Чăваш Енĕн информаци политикин, массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, республикăн Патшалăх канашĕн комитет пуçлăхĕ Сергей Павлов, физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Эльвира Матренина, кире пуканĕ спорчĕн пĕтĕм Раççейри федерацийĕн президенчĕ Игорь Солодов, Кире пуканĕ спорчĕн Чăваш Республикин федерацийĕн президенчĕ Юрий Карпов, "Хыпар" издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина пулчĕç.

Эльв ир а Матр е н ин а турнир пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ. "Эпир пурне те чăваш çĕрĕ çинче тарават кĕтсе илетпĕр. Чăваш Енĕн спорт çитĕнĕвĕ сахал мар. Хамăр спортсменсемпе мăнаçланатпăр. Кире пуканĕ йăтакансемпе пушшех те. Вĕсем чунпа та, кĕлеткепе те вăйлă çынсем", — хавхалантарчĕ вăл турнирта хутшăнакансене. Игорь Солодов ăмăртăва йĕркелекенсене тав сăмахĕ каларĕ, хутшăнакансен шучĕ çулсерен ÿссе пырасса шаннине пĕлтерчĕ.

Кире пуканĕ йăтакансен «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн пĕтĕм Раççейри турнир вăтăр тăваттăмĕш хут иртрĕ. Кăçал ăмăртăва "Хыпар" 111 çул тултарнине халалланă. Турнирăн тĕп судйи — кире пуканĕ спорчĕн Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ, Куславкка районĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Кириллов.

Турнира тĕрлĕ регионтан 150 ытла спортсмен килсе çитнĕ: Чĕмпĕр, Самар тата Пермь облаçĕсенчен, Санкт-Петербург, Киров, Белгород хулисенчен, Алтай, Мордови тата Пушкăрт республикисенчен, Тутарстанран, Чăваш Енрен. Арçынсемпе хĕрарăмсен харпăр хăй тупăшăвĕнче мала тухнисене 18 медаль пуххи тивĕçрĕ.

Спортсменсем çĕнтерÿ патне шăл çыртса талпăнчĕç. Вĕсем çав тери вăйлă пулнинчен чăнласах та тĕлĕнсе каймалла. Хĕрĕсем черченкĕ пулсан та арçынсенчен юлмаççĕ. Лешсем вара кире пуканне çăмăллăн çĕклеççĕ. Ăмăрту çак дисциплинăсемпе иртрĕ: х ĕ р а р ă м с е м п ĕ р а л ă п а й ă т а с с и , арçынсем икĕ алăпа кире пуканне çĕклесси тата вăрăм цикл. Турнирта чăн маттуррисем спорт ăстин ятне илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Ăмăртура 14 çултан аслăрах шкул ачисенчен пуçласа ватти таран хутшăнчĕç. Темиçе шкул ачипе тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.

Патăрьел районĕнчи Сăкăтри вăтам шкултан икĕ спортсмен килсе çитнĕ: Игорь Алексеев тата Анатолий Милов. Вĕсен тренерĕ — Алексей Алексеев. Турнирта каччăсем 24 кг таякан кире пуканне икĕ алăпа йăтса тăваттăмĕш вырăна тухнă. Игорь 9-мĕш класра пĕлÿ пухать. 5 çул кире пуканĕ спорчĕпе туслă. Толя — вун пĕрмĕшĕнче. Каччă 2011 çулта Миша пиччĕшĕпе кире пуканĕ йăтма хăнăхас тĕллевпе тренировкăсене çÿреме пуçланă. Çапла 6 çул ĕнтĕ хăйĕн вăйне тĕрĕслет вăл "тимĕр спортра". Шкул пĕтерсен Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ветеринари факультетне кĕме ĕмĕтленет. Малтанласа район тата республика шайĕнчи ăмăртусенче хутшăннă Тольăпа Игорь, пĕтĕм Раççейри ăмăртура — иккĕмĕш хут.

Санджар Юлдашев Йĕпреç районĕнчи Пучинкери вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренет. Вăл 15 çулта. Вуннăра чухне Михаил Петров тренер Санджара сăнанă та ăна кире пуканĕн спорчĕпе хатĕрленме хăй патне чĕннĕ. Виççĕмĕш çул ăмăртусенче хутшăнать каччă. Çак турнирта атлет виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Санджара юлташĕсем "Гугл" тесе чĕнеççĕ. Мĕншĕн тесен каччă пуçĕнче нумай информаци тытса тăраять.

Шу п а ш к а р р а й о н ĕ н ч и В ă р м а н Çĕктер шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Егор Новиков пĕчченех килнĕ. Тренерĕ ăна "Кузьмич" тесе чĕнет, мĕншĕн тесен вăл Егора вăйлă тесе шутлать. Каччă кире пуканĕпе туслă пулин те малашнехи пурнăçне футболпа çыхăнтарасшăн — тĕнчери паллă футболист пулма ĕмĕтленет.

Турнир пĕтĕмлетĕвĕнче командăсен тупăшăвĕнче малт и в ы р ă н с е н е С а н к т - Петербург, Чăваш Ен тата Тутар Республики тухрĕ. Вырсарникун кире пуканĕ спорчĕн ветеранĕсем тупăшрĕç. Çаксем палăрчĕç: Олег Федоров /Елчĕк/, Валерий Притуленко /Улатăр/, Владимир Шуряков /Шăмăршă/, Сергей Калашниковпа Владимир Понихидкин /Канаш/, Владимир Портнов /Патăрьел/.

Турнир вĕçĕнче Сергей Кириллов тĕп судья çапла пĕлтерчĕ: «Паянхи чи маттур спортсменсем Сеулта иртекен тĕнче чемпионатне хатĕрленме тытăнĕç. Вăл чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче иртĕ. Çĕршывăн пĕрлештернĕ командинче Чăваш Ен спортсменĕсем те пур».

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.