Комментировать

9 Окт, 2017

Салтака каясшăн — илмеççĕ!

Призыв тапхăрĕ, ĕççипе тата çурт-йĕре ăшă парассипе çыхăннă юлашки ĕçсем — çак тата ытти ыйтăва паян республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра тишкерчĕç.

Юстици министрĕ Наталья Тимофеева пĕлтернĕ тăрăх, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче черетлĕ призыв тапхăрĕ пуçланнă май /вăл раштавăн 31-мĕшĕччен пырать/ Чăваш Енĕн çара 1294 çамрăка ăсатмалла. Ку цифра иртнĕ призыв тапхăрĕнчипе танлаштарсан кăшт пĕчĕкрех. Çав шутран 1164 çын Хĕç-пăшаллă вăйсене кайĕ, 120 каччă — Раççей гвардине. Тата 10 яш — Федерацин хурал службине, вĕсем служба тивĕçĕсене Президент полкĕнче пурнăçлĕç. Республика çамрăкĕсен службăна юрăхлăх кăтартăвĕ 74,6% танлашать — япăх мар, çапах Наталья Юрьевна ку енĕпе татах ĕçлемеллине, çак кăтартăва лайăхлатмаллине палăртрĕ.

Призыв планне пурнăçлас тĕлĕшпе иккĕленÿ çук. Министр шучĕпе, çакăнта "республикăра çарпа патриотизм воспитанийĕ çÿллĕ шайра пулнин витĕмĕ пысăк". Паян çара каяссинчен пăрăнса юлма тăрăшакансем сахал . Çакна ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушин та çирĕплетрĕ: "Паян Чăваш Енре çара кайма юрăхлă тата çул çитнĕ 19,6 пин çамрăк шутра тăрать. Çавăнпа эпир призыв планне те пысăкрах тума ыйтнăччĕ, анчах ку ыйтăва тивĕçтермерĕç — çара паян контрактниксем ытларах кирлĕ". Çавна май Михаил Игнатьев та çитес çул ку плана ÿстерме ыйтмашкăн шантарчĕ - Мускав чăваш каччисем çара каясшăн пулнине шута илтĕр.

Комиссар вара Оборона министерствипе судлашни пирки пĕлтерчĕ. Çук, сăмах призыв пирки мар. Канашри сбор пунктне тĕпрен юсамалла, çак ĕçсене министерство планне 4-5 çул каяллах кĕртнĕ, анчах лавĕ паян кунччен те вырăнтах. Çавăнпа суда тавăç тăратма тивнĕ. Мускавра суд ларăвĕ иртнĕ ĕнтĕ, вăл мĕнле йышăну туни çак кунсенчех паллă пулĕ.

Рубрика: 
Теги: