Комментировать

29 Сен, 2017

"Тăван Ен" хаçат паян 85 çулхи юбилейне уявларĕ

Шупашкар районĕн летопиçне 85 çул татти-сыпписĕр, ырми-канмисĕр çырса пыракан "Тăван Ен" хаçат паян сумлă юбилейне уявларĕ. Çак кун «хаçатçăсем» унта тĕрлĕ çулта ĕçленисене, хаçатпа туслисене тата паян кун район хыпарçине çырса тăракансене йыхравланă. Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ – бюджет, финанс тата налук енĕпе ĕçлекен комитет ертÿçи Альбина Егорова, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Владимир Димитриев хаçатçăсемпе ветерансене саламларĕ. Альбина Егорова та, Владимир Димитриев та хаçат районшăн çеç мар, унăн çыннисемшĕн те пĕлтерĕшлине палăртрĕ. 
Альбина Егоровна редакцие республика парламенчĕн Хисеп грамотипе чысларĕ. Чăваш Енĕн Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствисен Хисеп грамоти хаçат редакторĕн тивĕçне пурнăçлакана Виктория Вышинскаяна тивĕçрĕ, Тав хучĕсем – Марина Иванова дизайнерпа Вера Шумилова пай редакторне. Район администрацийĕн Тав хучĕсемпе Елена Губанова, Анжела Тихонова, Елена Дадюкова ĕçченсене чысларĕç. ЧР Журналистсен союзĕн членĕ Ара Мишши те, прокуратура ĕçченĕсем те, ыттисем те Шупашкар район хаçатне тата ĕçченĕсене ăшă сăмахпа саламларĕç.
Хаçата тĕрлĕ çулта ертсе пынă редакторсем те: Андрей Михайлов, Владимир Савинкин, Юрий Листопад – паллă кун сцена çине хăпарса юбилейпа саламларĕç. Вĕсен йышĕнче «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина та пулчĕ.  Татьяна Геннадиевна юбилейпа саламланă май район хыпарçипе пĕрлех "Хыпар" издательство çурчĕн кăларăмĕсене те çырăнма чĕнсе каларĕ.
Сăмах май каласан, "Хыпар" издательство çурчĕн паянхи хăш-пĕр ĕçченĕ те журналистикăри тата пичетри пĕрремĕш утăма шăпах Шупашкар район хаçатĕнче тунă. Унта ĕçленĕ вăхăтра çывăх пулса тăма ĕлкĕрнĕ хаçат юбилейне "Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакторне Алина Измана, хыпарсен службин редакторне Вера Иванована, коммерци дирекцийĕн реклама енĕпе ертсе пыракан менеджерне Ксения Краснована та чĕннĕ.
Район хыпарçин сумлă юбилейĕн уяв сĕмне кĕртме эстрада юрăçисем, вырăнти юрă-ташă ăстисем пулăшрĕç.
 
Рубрика: 
Теги: