Комментировать

27 Сен, 2017

Чатăр карса пытараймăн...

Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Енри хастарĕсем республикăн пысăк хулисенчен иккĕшĕнче — Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта — çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан тата тăван тавралăха илемсĕрлетекен хуçасăр обьектсене тупса палăртнă, муниципалитет представителĕсене вĕсене консервацилеме кирлине аса илтернĕ.

Пуррине упрама пĕлместпĕр

«Шупашкар Арбачĕ», — теççĕ ку вырăна Шупашкарсем. Ахальтен мар хулан историллĕ палăкĕсемлĕ тăрăхра канмалли кунсенче кăна мар, эрне варринче те, уйрăмах каç кÿлĕм, уçăлса çÿрекен йышлă. Ехрем купса бульварĕн икĕ енĕпе сувенир лавккисем лартса тухнипе урам енчен тĕссĕр чатăрпа /специалистсен чĕлхипе — фальшфасад/ хупланă икĕ хутлă, 6-мĕш çурта чылайăшĕ асăрхаман та ахăр: ун чухне куçа тăван халăхăн ламран лама пыракан ăсталăхĕпе çыхăннă япалисем ытларах тыткăнланă мар-и…

Суту-илÿ палаткисене ятарлă вырăна куçарчĕç те «питне чылай вăхăт хупласа ларакан» ишĕлчĕк те куçа тăрăнакан пулчĕ. Çурт тесе каламашкăн чĕлхе çаврăнмасть регион пĕлтерĕшлĕ культура палăкĕ пирки сăмах пуçарсан. Ефремов купсасен хуçалăх хуралтисене, склад тата пекарня пулнăскерсене, иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче Шупашкарти паллă архитектор Иван Ведянин проекчĕпе çĕнетсе улăштарнă. Пионерсен керменĕ, аслă шкулсенчен пĕрин филиалĕ пулнă çурт юлашки çулсенче юхăнсах кайнă, 2014 çулхи авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнчи пушар хыççăн пушшех: тăррин пĕр пайĕ çунса кĕлленнĕ май авалхи çуртăн хăйне евĕрлĕхне çулла — çумăр, хĕлле çил-тăман аркатаççĕ. Тахçан хăтлăхпа, илемпе тыткăнланă пысăк пÿлĕмсен варринче хăй тĕллĕн шăтса тухнă йывăç-тĕм ашкăрса ÿсет. Чÿречисем çĕмрĕк, алăкĕсем пур енчен те уçă, шалтисене тăпăлтарса пĕтернĕ — кирек кам та кĕрсе тухма пултарать. Çапкаланчăксем валли чăннипех меллĕ вырăн.

«Шупашкарта историпе архитектура палăкĕсем шутлă кăна. Ку тăрăхра пурăнакансен шухăшĕпе, хула ертÿлĕхĕн тимсĕрлĕхĕпе пур пеккисене те çухатса пыратпăр. Çак çурта вăраха ямасăр реконструкцилемелле», — çапла шухăшлать Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн регионти штабĕн çумпредседателĕ Игорь Дорофеев.

Юрĕ тейĕпĕр, хула çыннисем умрине асăрхаманçи тăвĕç, хăнисем вара? Вĕсем паян мар тăк, çывăх вăхăтра йышлăн килмелле: шурă Шупашкарăмăр çĕкленнĕренпе — 550, Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленетпĕр. Атăл тăрăх пăрахутпа çула тухнисем юхан шыв пристанĕнчен анса шăпах Ехрем купса бульварĕпе хуланалла хăпараççĕ вĕт.

Вĕçленме пĕлмен строительство тĕслĕхĕсенчен тепри, Шупашкар заливĕн сăнне тĕксĕмлетекенни — «Сувар» хăна çурчĕ. Ăна та кĕçех хăй тĕллĕн ÿснĕ вăрман пусса илесси сисчĕвлентерет.

Хуçасăрлăхăн черетлĕ обĕекчĕ те, Коммунальная Слобода тата Пирогов урамĕсен хушшинче 25 çул каялла тума пуçланăскер, — Кăнтăр-хĕвел анăç, Мускав районĕсенчен, Шевченко урамĕнчен юхса анакан çумăр-юр шывне тасатмалли сооруженисен кăшкарĕ — хула варринче, залив çывăхĕнчи çырмара вырнаçнă. Никĕсе янă бетон конструкцисем кăнтарса тăни аякранах курăнать, çакă Оперăпа балет театрĕн 30-мĕш автоçул енĕнчи сăнне тĕксĕмлетет. Унăн малашнехи шăпи уçăмсăр, вăхăт иртнĕ май тĕллевĕ улшăнчĕ те пулĕ, çапах пĕлтерĕшĕ чакман: унашкал сооружени Мускав районĕнче паян та çук. Çакă вара тăван тавралăха сиен кÿрет. Чăн та, çĕнĕ микрорайонсенче, тĕслĕхрен, Сад тăрăхĕнче, локальнăй сооруженисем пур, çапах та унашкал-лисем çителĕксĕртерех.

Хуçасăр вырăна çамрăксем иленнĕ, моточупу трасси туса хунă, чăрсăртараххисем бетон никĕсе граффитипе «илемлетнĕ». Çĕрлехи вăхăтра унта криминаллă ушкăнсене пухăнмашкăн шеп кăна: тĕттĕм çĕрте никам та курас-тупас çук.

«1990 çулсенче асăннă сооруженисене çĕкленĕ чухне çак вырăна суйласа илни, техника йышăнăвĕсем туни саманапа пĕр килнĕ. Паян ку обьект та, Пионерсен керменĕ пулнă çурт та, туса пĕтереймен хăна çурчĕ те хула сăнне илемсĕрлетеççĕ кăна. Вĕсен шăпи çынсене канăçсăрлантарать, паллах, регион тата муниципалитет влаçĕсем кун пирки уççăн пĕлтерме васкамаççĕ. Профильлĕ ведомствăсем тивĕçлĕ мерăсем йышăнни çинчен пĕлтерессе шанатпăр. Республика пурнăçĕнчи паллă кунсене çакнашкал хуçасăр юхăннă çуртсемпе кĕтсе илни никама та ырă кÿмест», — тет Игорь Дорофеев.

Хуçасăрлăх хакла ларать

Юхăнса ларакан пушă çурт-йĕр Çĕнĕ Шупашкарта та пур. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.