Комментировать

26 Сен, 2017

25-мĕш!

«Трактор тăвакансен культура керменĕнче» юбилей сезонне уçнă.

Çак çул керменшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ: 25 çул кунта тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем хăйсен пултарулăхне аталантарма, ыттисен пултарулăхĕпе савăнма килеççĕ. Çавăн пекех кунти коллективсем кăçал «çавра çулĕсене» паллă тăваççĕ. Эстрада ташшисен «Фантом», «Солнцеклеш» халăх ансамблĕсем, хальхи вăхăтри «Сингл» студийĕ, халăх коллективĕ йĕркеленнĕренпе 20 çул çитет, «Çăлкуç» халăх театрĕ уçăлнăранпа 35 çул çитнине уявлать.

Сезон уçăлнă ятпа уява пухăннисене ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов тата центр директорĕ Светлана Смирнова саламланă, артистсемпе юрăçсене ăнăçу суннă. Унтан Трактор тăвакансен культура керменĕ çумĕнчи коллективсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.