Комментировать

25 Сен, 2017

Ипотека проценчĕсем пĕчĕкленеççĕ

"350 миллион тенкĕ перекетленет, çак укçана çывăх вăхăтрах бюджета çĕнĕрен йĕркелесе тĕрлĕ тĕллев валли палăртмалла", — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ырă çак хыпартан пуçларĕ.

Перекет Раççей Президенчĕн йышăнăвăпе сăлтавланнă. Владимир Путин регионсен бюджечĕсен çирĕплĕхне тивĕçтерес тĕллевпе вĕсем илнĕ кредитсене 7 çуллăха реструктуризацилесси пирки пĕлтернĕ. Хăшĕсем бюджет ÿсĕмне çирĕплетеççĕ — çав регионсене кредитсене тавăрса парассине тата 5 çуллăха тăсма ирĕк параççĕ. Çапла вара хайхи "тăхтав" 12 çулпах танлашать.

Канашлăвăн кун йĕркинче палăртнă тепĕр ыйту та тÿрремĕнех кредитсемпе çыхăннă. Сăмах — ипотека пирки. Вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх — паян республикăра 42 кредит организацийĕ ĕçлет. Кăçал банксем панă кредитсен вăтам вăхăчĕ — 16,7 çуллăх. Çулталăк пуçланнăранпа 7 уйăхра 9,3 миллиард тенкĕ ипотека кредичĕ панă. Çынсем вăтамран 1,5 миллионшар тенкĕ кредит илнĕ.

Ипотека калăпăшĕ ÿссе пыни чи малтанах кредитсене тавăрса памалли процент виçи чакнипе сăлтавланнине банксен представителĕсем те çирĕплетрĕç. Пĕлтĕр, сăмахран, вăл вăтамран 12,36% танлашнă, кăçалхи утă уйăхĕнче — 10,54%. Паянхи кăтарту тата та пĕчĕкрех. Перекет банкĕнче уйрăм условисене тивĕçтерсен 7,4% та ипотека кредичĕ илме май пур. Банксем çак процентсене чакарнипе кăна çырлахмаççĕ, хваттер туяннă чух малтан хывмалли тÿлев виçине те пĕчĕклетеççĕ. Банксенчен пĕринче, сăмахран, ку виçене 5% кăна хăварнă.

Рубрика: