Комментировать

29 Апр, 2014

Яваплăха туйса

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Федорович Угаслов ертсе пынă делегаци пирĕншĕн сăваплă тăрăха - Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкине çитсе килчĕ.

Çакăнта пурнăçăн анлă сукмакне тухнă аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев ялĕ хăнасене çурхи чĕрĕлĕхпе, чăваш тараватлăхĕпе кĕтсе илнинчен тĕлĕнмелли çук. Делегаци йышĕнче конгресс вице-президенчĕсем В.Л.Клементьев, К.Г.Яковлев, ЧР Культура, Вĕренÿ министерствисен яваплă çыннисем, паллă ăсчахсемпе çыравçăсем пулчĕç.

Чăваш халăхне çутта кăлараканĕн бронза палăкĕ умĕнче савăнăçлă митинг иртрĕ. Ăна Кăнна Кушки ял тăрăхĕн ертÿçи Сергей Гаврилов уçрĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ильдар Фаткулов салам сăмахĕ каларĕ.

- Патриарх умĕнчи пысăк яваплăха туятпăр эпир, - терĕ Николай Угаслов. - Çавăнпа ял пурнăçне, Иван Яковлевич шкулне çĕнĕ варкăш вĕрсе кĕртес тĕллевпе «çавра сĕтел» ирттерме шутларăмăр. Ырă та пархатарлă ĕçсенче конгресс тÿпи тĕп вырăнта пулмалла.

Вун ултă çул каялла уçăлнă Яковлев музейне мăнаçланса кĕретĕн. Кашни япала санпа калаçнăнах туйăнать. Пирĕн Çутта кăларуçăн çурчĕ вырăнĕнче часавай лартнă, унта та чĕрĕ чечексем хучĕç. Асăну мемориалĕнче кунта çут тĕнчене килнĕ Иоаким Максимов-Кошкинский, Чăваш халăх поэчĕ Александр Алка, Тихăн Петĕркки çыравçă, Александр Тимпай сăвăç, Анна Казакова тата ытти паллă çынсен сăнĕсем умĕнче пуç тайрăмăр.

Акан 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхин уявĕнче, Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, Пушкăртстан чăвашĕсен III съезчĕ иртрĕ. Ун ĕçне чăваш делегацийĕ те хутшăнчĕ.

Аякри тăванăмăрсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех çитес номерсенче каласа парăпăр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.