Комментировать

24 Авг, 2017

Шывăн турачĕ çук

Кăçал çулла шăрăх кунсем питех пулмарĕç, çурла уйăхĕ вара ăшă çанталăкпа савăнтарас терĕ ахăртнех. Çакăнпа усă курса ĕнтĕ çынсенчен нумайăшĕ шыв хĕррине васкать. Шел, юхан шывсенче хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманран инкексем пулаççĕ.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн çынсен шыв объекчĕсенчи хăрушсăрлăхĕн пайĕн пуçлăхĕ, пĕчĕк карапсен патшалăх тĕп инспекторĕ Герман Майков пĕлтернĕ тăрăх — Чăваш Енре çурла уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне 26 çын путса вилнĕ, çав шутран 3-шĕ — ача. Инкексенчен çурри çурла уйăхĕнче пулнă.

«Шар курнисен 85% кану валли ятарласа хатĕрлемен вырăнта шыва кĕнĕрен пурнăçран уйрăлнă. 75% — ялсенче. Инкексем тĕпрен илсен Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Етĕрне, Шупашкар районĕсенче пулнă. Кăçал республикăра официаллă майпа уçнă 14 пляж ĕçлет, çав шутран 8-шĕ — Шупашкарта. Вĕсенче кашнинче çăлавçăсем тата медицина ĕçченĕ дежурствăра тăраççĕ. Эрех-сăра ĕçсен шыва кĕмелле маррине нумайăшĕ шута илесшĕн мар. Кăçал шывра путнисен 85% шăпах çак сăлтава пула çут тĕнчерен уйрăлнă», — каласа кăтартрĕ Герман Геннадьевич.

Шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тата профилактика тĕллевĕпе Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн инспекторĕсем Атăл тата Сăр юхан шывĕсенче кунсеренех рейдсем ирттереççĕ. Ĕнер вĕсем Шупашкарти тĕп пляжра пулчĕç.

Ятарласа кану валли хатĕрлемен вырăнта шыва кĕме юратакансем те тĕл пулчĕç. Вĕсене те, пляжсенче шыва кĕрекенсене те инспекторсем хăрушсăрлăх йĕркисене аса илтерчĕç. Аслисене ачисене куçран вĕçертмелле маррине пусăм тусах каларĕç. 

 

 

 

Рубрика: