Комментировать

4 Авг, 2017

Чăваш Енри тăватă спортсмен Раççей спорт мастерĕн ятне илнĕ

Чăваш Енри тăватă спортсмен Раççей спорт мастерĕн ята илнĕ. Хушăва РФ спорт министрĕ Павел Колобков утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă, ырă хыпара ЧР Спорт министерствин сайтĕнче паян пĕлтернĕ.

Раççейĕн спорт мастерĕ ята пирĕн республикăран Полина Петухова кикбоксёр, Вера Лоткова, Станислав Никифоров тата Олег Петров самбистсем тивĕçнĕ. Çулталăк пуçланнăранпа ку ята Чăваш Енри 34 спортсмен илнĕ. Тепĕр иккĕн Раçсейĕн тĕнче класлă спорт мастерĕ ятпа çÿреме пуçланă. Спорт мастерĕ ята çĕршыв е унтан та çÿллĕрех шайра нормативсене тултарнисене параççĕ. 

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: