Комментировать

4 Авг, 2017

Машинăра - пĕчĕкскер. Пĕчченех...

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнчен РФ Правительствин Çул-йĕр правилисемпе çыхăннă тÿрлетÿсене çирĕплетнĕ йышăнăвĕ вăя кĕнĕ. Вĕсем пирки — тĕплĕнрех.

Чи малтанах улшăнусем ачасене транспортпа илсе çÿрессине пырса тивеççĕ. Правилăсен 22.9 пункчĕн çĕнĕ редакцийĕнче 7 çултан кĕçĕнрех ачасене çăмăл автомобильпе е груз турттаракан машина кабининче вĕсен йывăрăшĕпе çÿллĕшне тивĕçтерекен креслăпа усă курса çыхса илсе çÿремеллине палăртнă. Ку 7-11 çулсенчи ачасене те пырса тивет. Чăн та, вĕсем тĕлĕшпе хыçалти ларкăч çинче хăрушсăрлăх пиçиххипе кăна усă курма та ирĕк панă — çĕнни шăпах çакă. Анчах малти ларкăч çинче çак ÿсĕмри ачасем валли те ятарлă кресло пулмаллах. 12 çултан кĕçĕнрех ачасене мотоциклпа хыçалти ларкăч çине лартса илсе çÿреме чарнă. Çак требованисене пăснăшăн административлă яваплăх та самай çирĕп — 3 пин тенкĕ штраф.

Ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн водительсенчен çирĕп ыйтни ăнсăртран мар. Ятарлă креслăсемпе усă курни вара, ЧР ШĔМĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕнче палăртнă тăрăх, 4 çулчченхи ачасем аварисенче суранланас хăрушлăха 80% чакарма май парать. 5-9 çулсенчи ачасем тĕлĕшпе ку кăтарту 52% танлашать. Çавăнпа автоинспекцире 7 çултан аслăрах ачасене илсе çÿренĕ чухне те креслăпа усă курма сĕнеççĕ.

Тепĕр самант: Çул-йĕр правилисен 12.8 пунктĕнче водитель транспорт хатĕрĕ хăй тĕллĕн куçасран е унпа водитель çук чух усă курасран асăрханмалли мерăсене йышăннă хыççăн кăна пăрахса кайма пул-тарнине çирĕплетекен требовани унччен те пулнă. Халь вара ачасемпех çыхăннă хушăм пур: «Стоянка вăхăтĕнче транспорт хатĕрĕн салонĕнче 7 çултан кĕçĕнрех ачана çул çитнĕ çынсăр хăварма юрамасть».

Çуллахи шăрăхра е хĕллехи сивĕре çакнашкал требовани пĕлтерĕшĕ пушшех пысăкки каламасăрах паллă. Транспорт хатĕрĕ водительсĕрех куçма пуçланă тĕслĕхсенче те салонра пĕччен хăварнă ачашăн хăрушлăх питĕ пысăк. Çак требование уяманшăн водительсене административлă майпа 500 тенкĕлĕх штрафлаççĕ. Федераци пĕлтерĕшлĕ хуласенче, Мускавра тата Санкт-Петербургра, ку штраф чылай пы-сăкрах — 2500 тенкĕ.

Правилăсене улшăнусем кĕртнĕ май çĕнĕ çул-йĕр паллисене туса хунă. Чăн, та вĕсем кашни водителе пырса тивеççĕ теме иртерех-ха. Сăмах электромобильсемпе гибрид автомобильсем пирки. Раççейре вара электромобильсен шучĕ хальлĕхе 1 пине яхăн кăна. Çĕршывăн пĕтĕм автопаркĕ 52 миллион единицăпа танлашнине шута илсен — тинĕсри тумлам...

«Чарăнма юрамасть» паллă малашне чарăнусен зонисен тулашĕнче маршрут транспорт хатĕрĕсе-не те пырса тивĕ. Правилăсен халĕччен вăйра пулнă редакцийĕнче 14 çултан кĕçĕнрех велосипедистсен — çул тăрăх, вĕсемпе пĕрле пыракан çитĕннĕ велосипедистсен тротуарпа çÿреме юраманнине çирĕплетнĕ. Хирĕçлев саманчĕ пурри куç кĕрет: калăпăр, ашшĕ е амăшĕ ачипе пĕрле велосипедсемпе уçăлма тухаççĕ, анчах правилăсене пăхăнса вĕсен уйрăлма тивет — аслисен çулпа каймалла, ачасен — тротуарпа. Çавна май правилăсене улшăну кĕртсе велосипед утланнă ачапа пĕрле чух çитĕннĕ велосипедистсене те тротуар çине кĕме ирĕк панă.

9.1 пункта кĕртнĕ хушма абзаца асăнса хăварни вырăнлă. Умри транспорт хатĕрĕнчен иртнĕ чух çапла та пулать: водитель çулăн транспорт хирĕç килекен енне разметкăн татăклă /прерывистая/ йĕрĕ урлă каçать — ку правилăсемпе килĕшсе тăрать, анчах умри транспортран иртсе ĕлкĕреймест, сылтăм енне каялла татăксăр /сплошная/ йĕре касса каçма тивет. Инспекторсем çирĕплетеççĕ: «Кунашкал тĕслĕхсенче чарсан водительсенчен кашни тенĕ пекех «эпĕ сулахай енне татăклă йĕр урлах каçрăм вĕт» тесе тÿрре тухма тăрăшать». Малашне кунашкал ăнланмалла мар самантсем пулмĕç. «Икĕ енлĕ çÿрев йĕркеленĕ мĕн пур çул çинче транспорт хирĕç килекен ене трамвай çулĕ-семпе, уйăракан йĕрпе палăртнă пулсан вĕсем тăрăх çÿреме юрамасть». Урăхла каласан, çулăн транспорт хирĕç килекен енĕпе разметкăн татăксăр йĕрĕн сулахай енĕпе малалла кайма юрамасть.

Улшăнусем çулталăк пуçламăшĕнче те пулчĕç, малашне тата пулассине те палăртаççĕ. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть вĕт — Çул-йĕр правилисем те улшăнаççĕ. Калăпăр, штраф виçи 500 тенкĕрен кая пулма пултарайманнине водительсем хăнăхма та ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Чăн та, ăна 20 кунран кая юлмасăр татсан çак виçен çуррине кăна тÿлеме юрать — ку йĕрке автомобилистсен штраф парăмĕсен калăпăшне чакарма пулăшнине Суд приставĕсен службинче те палăртаççĕ. Парăм 10 пин тенке çитсен вара штрафсемпе татăлма васкаманнисене халь водитель удостоверенийĕсĕр те хăварма пултараççĕ. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.