Комментировать

2 Авг, 2017

Вилĕмпе куçа-куçăн

Алексей Игнатьев Канаш районĕнчи Тури Сурăм ялĕнче кун çути курнă. Вăл çемьере виççĕмĕш ача пулнă. Вăр-вар та ĕçчен, тирпейлĕ, уçă кăмăллă, мал ĕмĕтлĕ çитĕннĕ.

Тăванне шыраса тупнă

Алексей тăван ялĕнче 8 класс пĕтернĕ хыççăн Казахстана çул тытнă. Ермолчево поселокĕнче СПТУра икĕ çул шофер-тракториста вĕреннĕ. Пĕр вăхăт унта механизаторта ĕçленĕ. 1969 çулта вăл çар ретне тăнă. Уссурийск хулине лекнĕ. Алексей Трофимовича, тăрăшулăхне кура, «ЗИЛ-131» автомашина шанса панă. Вăл унпа тĕрлĕ ĕç пурнăçланă.

1969 çулхи чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче 23 сехетре вĕсен ротине тревога тăратнă. Салтаксем машинăна ларса Даманск утравĕ еннелле çул тытнă. Унти пограничниксене китаецсем тапăннă иккен. Çавна май артиллеристсене вĕсене пулăшма приказ панă.

Алексей Игнатьев тытса пыракан машинăра 17 салтак пулнă. Кабинăра водительпе пĕрле Жилин старшина ларса пынă. Вĕсем Суйфун юхан шывĕ урлă каçса Даманск утравĕ çине васканă. Анчах унта çитеспе автоколоннăна тупăран, автоматран пеме пуçланă.

Чăваш каччи тытса пыракан машина снаряд лекнĕрен сирпĕннĕ, Суйфун юхан шывне ÿкнĕ. Алешăна вăйлă юхăм юхтарнă. Вăл сивĕ шывра аран тытăнкаланă. Унăн хăрах хулĕ ĕçлемен, ун витĕр пуля тухнă. Сылтăм урине вара снаряд ванчăкĕ аркатнă, вăл нимĕн те туйман. 100-150 метртан салтаксен сассине илтнĕ каччă. Йывăр аманнăскер тăнне çухатнă. Ăна пограничниксем асăрханă, çыран хĕррине илсе тухнă. Çийĕнчех медсанчаçа ăсатнă. Ун хыççăнах старшинана тупнă. 19 салтакран старшинапа чăваш каччи çеç сывă юлнă. Ыттисем пурте вилнĕ, хыпарсăр çухалнă. Погранзаставăри медсанчаçра ентеш темиçе кун тăна кĕреймесĕр реанимацире выртнă. Çав вăхăтра Алеша хыпарсăр çухални çинчен килне пĕлтернĕ. Вăл ун чухне 19 çулта çеç пулнă.

Пиччĕшĕпе инкĕшĕ ăна шыраса Уссурийск хулине çитнĕ. Погранзаставăри медсанчаçран каччăна хулари госпитале куçарнă.

Тăванĕсем каччăна шыраса тупнă. Маларах вĕсем шăллĕ вилнĕ тесе шухăшланă.

Тăватă уйăх сипленнĕ салтак. Çак вăхăтра мĕн чăтса ирттернине хăй çеç пĕлет. Ăна темиçе хутчен операци тунă, урине, хулне сипленĕ. Сусăрскере служба вăхăчĕ иртмесĕр пĕрех киле яман. Суранĕсем вара хăйсем пирки аса илтерсех тăнă. Çавна май час-часах медсанчаçа çÿренĕ. 1971 çулта вăл тăван тăрăха таврăннă.

Ун чухне Даманск утравĕшĕн çапăçса 400 ытла салтакпа офицер пурнăçĕ татăлнă. Чылайăшĕ ĕмĕрлĕхех суранланса юлнă.

Алексей Игнатьев рядовоя награда пама шантарнă, анчах вăл паянхи кун та çук.

Моргран — реанимаци уйрăмне

Каччă сусăр тесе лăпланса ларман килĕнче, ĕç шыранă. Шел, ниçта та илесшĕн пулман ăна. Юрать, пĕлĕшĕ предприяти урлă крановщика вĕренме сĕннĕ. 1971 çулта вăл çак профессие алла илнĕ, ĕçлеме пуçланă.

Каярахпа сăпайлă та чипер хĕрпе, Вера Михайловнăпа, çемье çавăрнă. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Пĕррехинче «Сормовский» совхозра водительте ĕçленĕ чухне Çĕрпÿ районĕнчи Михайловкăна тырăпа кайнă. Каялла таврăннă май чукун çул урлă каçмалли вырăнта машина сÿнсе ларнă. Алексей ăна вырăнтан ниепле те тапратайман. Çав вăхăтра 4 вакун çаклатнă тепловоз ун çине пырса кĕнĕ. Ентеш кабинăран тухса ĕлкĕреймен. Тепловоз машинăна 100-150 метр таран тĕксе кайнă. Арçын, аманнăскер, тăнне çухатнă. Ĕçтешĕсем кабинăран аран туртса кăларнă ăна. Пĕрле ĕçлекен водительсем, çак пулăма сăнаса тăнăскерсем, тепловоза хирĕç чупнă, кантăкĕнчен чулпа пенĕ, анчах кăлăхах. Машинисчĕ кабинăра пулман иккен. Хыçалти вакунĕ рельсăран тухса кайнине сиссен çеç «тимĕр утне» чарнă вăл.

Вăйлă суранланнă Алешăна вилнĕ тесе Çĕрпÿри морга илсе кайнă. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.