Комментировать

1 Авг, 2017

Кашниех хăйне май çавăрасшăн...

Сывлăх сунатăп, хисеплĕ редакци ĕçченĕсем! Пĕррехинче йăмăкăм «Манăн çемье» ятпа сочинени çырса пулăшма ыйтрĕ. Çавăн чухне эпĕ шухăша кайрăм. Мĕн лайăххи пур пирĕн çемьере. Аттепе анне хирĕçнĕ вăхăтра хама вăрçă хирĕнчи пек туятăп. Кашни кунах шăв-шав çĕкленет. Атте час-часах киле ÿсĕр таврăнать. Çемье пирки калаçсан куç умне чи малтанах çавăн пек ÿкерчĕк тухать. Анчах ун пирки сочиненире çырма аван мар. Йăмăкпа иксĕмĕр пурпĕрех лайăхлатса, илемлĕ çырма тăрăшрăмăр.

Тен, теприсен пурнăçĕ тата йывăртарах пуль. Сăмахран, иртнĕ номерте çыру çырнă хĕрĕн Ленăн. Вăл çак ыйтăва хус-катнăран эпĕ те алла ручка тытас терĕм. Чăнах та, аттепе анне хирĕçнине, пире те хушша-хуппа кĕртнине тÿсме питĕ йывăр. Иккĕшĕ те пĕр-пĕрин çинчен япăх калаççĕ. Кашниех пире хăй енне çавăрасшăн, укçапа, тутлă çимĕçпе, япала туянса парса астараççĕ. Тепĕр чухне пире йăмăкпа иксĕмĕре пайлама тытăнаççĕ, эпĕ - аннен, вăл аттен ачи имĕш. Эпир йăмăкпа аттене те, аннене те пĕрешкел юрататпăр. Пĕлетĕп, çемьере аттепе анне килĕштерсе пурăннинчен лайăхраххи нимĕн те çук. Анчах пирĕн килте те лăпкăлăх пултăр тесен мĕн тумалла-ши? Атте аннене айăплать, анне - аттене. Хăшĕн енче пулмалла? Тата эпир, ачисем, вĕсемшĕн мĕн те пулин тăваятпăр-ши?

ИРИНА, 16 çулта.

 

Çырăва «Гармония» психологи пулăшăвĕ паракан центр ертÿçи Ирина КОБЮК

хуравлать:

— Хисеплĕ Ирина! Эпĕ сана ăнланатăп. Ку ыйтупа пулăшу, сĕнÿ-канаш ыйтса эсĕ тĕрĕс тăватăн. Эппин, çакна шăппăн тÿссе лăпланса ларасшăн мар эсĕ. Паллах, аттепе анне çавнашкал хăтланнине, хăйсенне кăна мар, ачисен пурнăçне те кăткăслатнине курма питĕ йывăр. Анчах ан пăшăрхан. Кирек епле ыйтăвăн та хуравĕ тупăнать. Ку лару-тăруран тухма икĕ меслет пур. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.