Комментировать

«Хăрушсăр та пахалăхлă çул-йĕр» программăпа килĕшÿллĕн республикăн тĕп хулинчи çул-йĕре юсамашкăн кăçал 737,4 миллион тенкĕ уйăрнă, çав укçапа 29 километр çула йĕркене кĕртмелле, урамсем хĕресленнĕ çĕрти 4 лапама анлăлатмалла тата общество транспорчĕн чарăнăвĕн 6 вырăнне çĕнетсе улăштармалла. Çапла майпа инкек-синкек кăларса тăратма пултаракан сăлтавсене сирме тата çул-йĕре нормативпа палăртнă шая çитерме май килĕ.

Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тата Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков çÿлерех асăннă программăпа пурнăçлакан юсав ĕçĕсемпе вырăна çитсе паллашрĕç. Çÿреве çавăн пекех ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов, «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата тирпей-илем кĕртекен управлени» МБУн яваплă çыннисем, стройнадзор ĕçченĕсем, подряд организацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Пĕрремĕш обьект — Гузовский урамĕнчи автомобиль çулĕн Мускав проспекчĕн 54-мĕш çуртĕнчен пуçласа М.Горький проспектĕнчи 19-мĕш çурт таран тăсăлакан 1,25 километрлă участокĕ. Юсав ĕçĕсене пурнăçламашкăн 27,718 миллион тенкĕ уйăрнă. Подрядчик — «Дорисс» организаци. Кунта хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать: рабочисем бордюрăн кивĕ тăрăхĕсене илсе хунă. Çĕнĕ технологин вĕри регенераци мелĕпе усă курса çулăн кивĕ никĕсĕ çине хальхи йышши сий сарса тухсан çĕннине вырнаçтармалăх хатĕр материал çителĕклĕ кÿрсе килнĕ.

Подряд организацийĕн тĕп инженерĕ Николай Мясников хăнасене кунти лару-тăрупа паллаштарчĕ, юсав ĕçĕсем графикран маларах пынине асăнчĕ.

Алексей Ладыков çирĕплетнĕ тăрăх, юсанă çул-йĕре общество комиссийĕ, стройконтроль никама пăхăнман лабораторие хутшăнтарса пĕрле йышăнаççĕ. «Кун пек чухне тĕрĕслевĕн пилĕк шайĕпе усă куратпăр. Подрядчик çул сармалли йĕркене хăй те çирĕп пăхăнать. Кирлĕ тĕк тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтермешкĕн ĕçе тепĕр хут тытса тума та тивет вĕсен», — терĕ Алексей Олегович.

Аслă çулпа юнашар вырнаçнă М.Горький проспектĕнчи 15, Гузовский урамĕнчи 34, 36, 38, 40, 42 çуртсен картишĕсенчи 6023 тăваткал метр лаптăка кăçал хула хăтлăхне йĕркелемелли патшалăх тата муниципалитет программисемпе килĕшÿллĕн çĕнĕ сăн кĕртмешкĕн 6,2 миллион тенкĕ тăкакламалла. Пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ шалти çулсемпе тротуарсене тата парковкăна юсанипе кăна чикĕленмест: хăрма пуçланă йывăçсене касмалла, ача-пăчан выляв лапамне майлаштармалла, çынсем çÿрекен вырăнсене каçсерен çутăпа тивĕçтермелле тумалла. Çак тата ытти ыйтăва асăннă çуртсенче пурăнакансемпе малтанах сÿтсе явнине пăхмасăр, тĕлпулăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Петров хутшăннине тĕпе хурса, хăйсене канăçсăрлантаракан ытти ыйтăва уçăмлатас текен те пулчĕ: пĕрне нумай хутлă çурт тăрринчен анакан шыв хваттере çитиех сăрхăнни, теприне çывăхри çуртра уçнă кафере кунĕн-çĕрĕн шăв-шав тăни пăшăрхантарать. Иван Моторин çитменлĕхсене çывăх вăхăтрах пĕтермешкĕн яваплă çынсене хушса хăварчĕ.

Гагарин урамĕнчи 1,3 километр çул тăрăхне «Воддорстрой» ООО çĕнетсе улăштарать. Кунти ĕçсене подрядчикăн 39,9 миллион тенкĕлĕх тумалла. Асăннă кун тĕлне çак участокра сивĕ регенераци ĕçĕсене пурнăçланă, асфальтăн малтанхи сийне сарнă тата бордюр плитисене вырнаçтарнă. Иван Моторин подрядчика пахалăх тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмашкăн ыйтрĕ. «Çул-йĕр нумай вăхăтлăха чăттăр тата çынсене тивĕçтертĕр тесен юсавра сирĕн хальхи йышши чи çĕнĕ технологисемпе кăна усă курмалла», — палăртрĕ вăл.

П.Лумумба урамĕнчи çула юсаса пĕтернĕ. Кунта йышăнăвăн юлашки тапхăрĕ иртрĕ: тăрăх пĕрешкел выртнине йĕлтĕрçĕ-роллерсем хакларĕç. Малалла вулас...

Валентина СИИРНОВА.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.