Комментировать

7 Июл, 2017

Вăрман касакансем ăмăртаççĕ

Паян, утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче, вăрман касакансен республика шайĕнчи конкурсĕ иртет. Унта Чăваш Енри, çавăн пекех Мускавпа Чулхула облаçĕсенчи тата Мари Элти 15 ăста хутшăнать.

Вĕсем пĕринчен тепри маттур. Ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрĕ Йăлăмра иртрĕ, иккĕмĕшĕ Çĕрпÿри Тихвин ярмăрккин лапамĕнче йĕркеленĕ. Çĕнтерÿçĕсене 5 номинацире хак парĕç. Чи маттурри кам пулни ярмăрккăри тапхăр хыççăн паллă пулĕ.

Надежда СМИРНОВА.

Александр ЕФРЕМОВ, Чăваш Республикин экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн çумĕ, ăмăртăвăн тĕп судйи:

— Асăннă конкурс 2005 çултанпа иртет. Унăн йĕркелÿçисем çакăн пек тĕллевсем лартнă: вăрман ĕçченĕсен профессин ят-сумне халăхра, уйрăмах — çамрăксен хушшинче, анлă сарасси, вĕсене çак ĕçе явăçтарасси. Пĕтĕмĕшле илсен, конкурс яланах питĕ кăсăклă иртет.

Артем ШАШКОВ, иртнĕ çулхи конкурсăн çĕнтерÿçи:

— Эпĕ вăрман касас ĕçре вун пилĕк çул вăй хуратăп. Манăн атте те вăрманçă пулнă. Эпĕ вара унăн çулĕпе кайма шухăшларăм. Вунă çулти ывăлăм Леня та пирĕн сукмака суйлас кăмăллă. Акă паян та вăл кунта манпа пĕрле килчĕ.

Теги: