Комментировать

24 Июн, 2017

Паян Шупашкарăн «Çĕнĕ хула» районĕнче ача сачĕ уçăлчĕ

Республика кунĕнче Чăваш Ен правительстви халăхшăн пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ объектсем хута яратех. Ку хутĕнче те ырă йăла пăсăлмарĕ. Тĕслĕхрен, Шупашкарăн нумаях пулмасть йĕркеленнĕ районĕнче унпа пĕр ятлă ача сачĕ — «Çĕнĕ хула» — уçăлчĕ. Кунта пурăнакансен хальччен хăйсен шкул ÿсĕмне çитмен пепкисене инçерех вырнаçнă садиксене илсе çÿреме тивнĕ. Паянхи куна, хута каякан çĕнĕ ача сачĕ хăйĕн алăкĕсене уçасса, чăн та, тем пекех кĕтнĕ вĕсем.

160 ачана йышăнма пултаракан шкулчченхи вĕренÿ организацине уçма сумлă хăнасем йышлăн пухăнчĕç: Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесовпа Алена Аршинова, республикăри вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков…

Ача садĕнче музыка, гимнастика залĕсем, кружоксем валли уйăрнă ятарлă пÿлĕмсем пур. Сăмах май, кунта ачасем робототехника, нанотехнологи вăрттăнлăхĕсене алла илĕç. Садик картишĕнче Ачасем валли выляма 7 лапамĕ йĕркеленĕ.

Çĕнĕ объекта хута ямашкăн 92 миллион тенке яхăн тăкакланнă. Строительство ĕçĕсене пурнăçланă подрядчик объекта хăтланă май вырăнти ертÿлĕхĕн асăрхаттарăвĕсене шута илсе ĕçсене кирлĕ пек пурнăçланă.

Юрий ИСАЕВ, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ:

— Шкулчченхи вĕрентÿ организацийĕсем уçас енĕпе федераци программи вĕçленнĕ пулин те республикăра кунашкал ĕç малалла аталанать. Юлашки 5 çулта Чăваш Енре шкул ÿсĕмне çитмен ача-пăча валли 22,2 пин çĕнĕ вырăн йĕркеленĕ. Вĕсенчен 7 пинĕшĕ — никĕсрен хăтланă е реконструкциленĕ 45 садикре. Палăртма кăмăллă: паян уçăлакан ача сачĕсем хальхи вĕрентĕвĕн мĕн пур ыйтăвне тивĕçтереççĕ, санитари нормисемпе килĕшсе тăраççĕ, вĕсенче шăпăрлансене пур енлĕн аталанма услови çителĕклĕ.

Анастасия АЛЕКСАНДРОВА, ача амăшĕ:

— Аслă ывăлăм Артем виççĕре. Ку таранччен Бауман урамĕнчи 11-мĕш садике çÿрерĕ. Ирсерен ачана ирех вăратса кирек мĕнле çанталăкра та аякри садике ăсатмалли кунсем хыçа юлчĕç. Ку садик хута каясса чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Кĕçĕн ывăлăмăр та, хальлĕхе тăхăр уйăхра кăна-ха Вадим, çĕнě çак садикех çÿреме пуçласса шанатпăр. Кунта кĕрсен хамăра юмах тĕнчине лекнĕнех туйрăмăр — ачасем тунсăхламĕç тесе шухăшлатпăр.

Рубрика: 
Теги: