Комментировать

23 Июн, 2017

Чăваш наци конгресĕ Чăваш тĕнчин малашлăх çул-йĕрне палăртрĕ

Паян, çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне ЧНК Мăн Канашĕн пайташĕсем, ЧНКан регионсенчи, Чăваш Енри районсенчи уйрăмĕсен ертÿçисем, министерствăсемпе ытти тытăмра тăрăшакансем хутшăнчĕç.

Ларура ЧНК президенчĕ Н.Ф. Угаслов 2016-2017 çулсенче пурнăçланă ĕçсем çинчен пĕлтерчĕ, ЧНК вице-президенчĕ В.Л. Клементьев Раççей Федерацийĕнчи чăваш-йăхташăмăрсем йышлă пурăнакан регионсенче Акатуй уявĕсене ирттернипе паллаштарчĕ, ЧНКан черетлĕ 10-мĕш отчетпа суйлав съездне кăçалхи юпа уйăхĕнче пуçтарассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç.

ЧНК чăвашсем пурăнакан регионсемпе пуян. Йăхташăмăрсем Раççей Федерацийĕнче кăна мар, патшалăх тулашĕнче те чылай. Чăвашсем Америкăра та, Францире те, Англире те, ытти çĕршывра та пурăнаççĕ. Анчах юнашар тенĕ пек пурăнаççĕ пулсан та пĕр-пĕрин çинчен пĕлмеççĕ. Республика тулашĕнчи ентеш-йăхташсене паллашма-çывăхланма пулăшассине тĕпе хурса ĕçлет те ĕнтĕ Чăваш наци конгресĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: