Комментировать

17 Июн, 2017

Çĕрпÿ хулинче 11 çулти ача тăр кăнтăрла çухалнă

Çĕрпÿ хулинче пурăннă 11 çулти хĕрача çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче тăр кăнтăрла çухалнă. Ача виçĕ сехет тĕлĕнче хулари Тĕп урамри 2-мĕш çурт патне выляма тухнă.

Ачан çÿллĕшĕ – 110-120 сантиметр. Çутăрах тĕслĕ çÿçне пуçтарса çыхнă. Хăй тĕксĕм кăвак тĕслĕ хулăн кофта, кăвак джинс шорты, «Nike» çырса хунă бейсболка, çутă хĕрлĕ кроссовки тăхăннă.

Ачана курнисене йĕрке хуралçисене 8 5345 21-2-40, 02, 020 номерсемпе шăнкравласа пĕлтерме ыйтаççĕ.

 

Рубрика: 
Теги: