Комментировать

24 Мая, 2017

Упăшка ача çураттарасшăн

Вулакан ыйтăвне Ольга Ситулина психолог хуравлать:

- Манăн пĕрремĕш упăшкаран ывăл пур. Шел те, мăшăрăм йывăр чире пула пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Нумаях пулмасть тепре качча тухрăм. Упăшка мана çав тери ача çураттарасшăн /хальччен авланман вăл, унăн ача çук/. Эпĕ вара çие хăварма шикленетĕп. Вăл хăйĕн пепкине кăна юратмĕ-ши, манăн ывăла сирмĕ-ши, тимлĕхсĕр хăвармĕ-ши? Эпир çемьере кĕçĕннине ытларах юратнине туйса манăн тĕпренчĕкĕм асапланмĕ-ши? Мĕн тумалла-ши? Сĕнÿ парсамăр.

Алена А.

Шупашкар хули.

— Йăлтах сирĕнтен, упăшкăрпа иксĕртен, килет. Иккĕмĕш упăшкăр сире ача çураттарасшăн пулни-не ăнланмалла, анчах сирĕн те çак утăма кăмăлтан тумалла. Ачăра çуратичченех пăшăрханма нимĕнле сăлтав та çук. Çитменнине, çемьере пĕр ывăл кăна тăк вăл эгоист пулса ÿсес хăрушлăх пур. Ывăлăр кĕçĕннине хÿтĕлеме, яваплăха хăй çине илме вĕренĕ. Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пурнăçра çав ача ывăлăра кирлĕ пулатех. Кун пирки мăшăрăрпа чуна уçса калаçнă хыççăн йыш хушасси пирки шухăшлăр. Енчен те çемьере туслă пулсан, çирĕп хутшăнусем йĕркелесен сирĕн кĕçĕн ывăлăр е хĕрĕр пурнăçра нихăçан та пĕччен юлмĕ. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.