Комментировать

11 Мая, 2017

Хаклă хăна

Шкултан вĕренсе тухнă çамрăксем тăтăш пирĕн пата килсе çӳреççĕ. Ачасем те çакнашкал самантсене кăмăллаççĕ. Ку хутĕнче çар çынни Владимир Иванов аслă мичман хăнара пулчĕ. Вăл 6-мĕш кадет класĕпе тĕл пулу ирттерчĕ. Малтан хăй ачалăхне аса илчĕ вăл, унтан çарти пурнăçĕпе паллаштарчĕ.

Владимир Валерьевич пĕлӳ çуртĕнчен вĕренсе тухсан Шупашкарти техникумра пĕлĕвне аталантарнă. Кайран салтак атти тăхăннă. Лăпкă океан флотĕнче пограничниксен чаçĕнче хĕсметре тăраканскер хăйне лайăххи енчен çеç кăтартнă. Кайран контракт мелĕпе çавăнтах службăра юлнă.

Тĕл пулу ачасене çав тери килĕшрĕ. Хăшĕ-пĕри Владимир Валерьевич пек пурнăçне çарпа çыхăнтарас тĕллев çуралнине палăртрĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.