Комментировать

17 Апр, 2014

Республика парăмĕ чакать

Чăваш Ен патшалăх парăмне йĕркелес, ăна пĕчĕклетес тĕлĕшпе тухăçлă ĕçлет. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 9 млрд та 827 млн тенкĕ, малтан палăртнинчен 935,4 млн тенкĕ /8,7%/ сахалрах, пулнă. Пĕлтĕр Чăваш Ен хăй тунă тупăшăн 48,2% чухлĕ /ку 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлнехи кăтартуран 6,5% сахалрах/ шутланнă /таблицăна пăхăр/. Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче республикăн патшалăх парăмĕ налукран, налук шутланман çăл куçран пуçтарăннă тупăш калăпăшĕнче миçе процент йышăннине тишкерсе /округăн вăтам кăтартăвĕ 53,6% танлашнă/ пире тăваттăмĕш вырăн панă.

Патшалăх парăмĕ 2010 çулта Чăваш Ен хăй кÿнĕ тупăшăн 69,9% чухлĕ пулнă. Ăна республика ĕçлесе илнĕ усламăн 48,2% таран чакарнине палăртмалла. Раççей Финанс министерстви регионсен иртнĕ икĕ çулхи парăмĕ епле улшăннине тишкернĕ, 74-шĕнче ÿснине, 8-шĕнче, вăл шутра Чăваш Енĕн, чакнине уçăмлатнă.

Раççейĕн пур регионĕ те рынок майĕсене тĕпе хурса парăм политикине тухăçлă пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Уйрăммăн илсен ку енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ çул - патшалăх облигацийĕ. Пĕлтĕрхи çĕртме-утă уйăхĕсенче республикăн патшалăх облигацине пилĕк çула вун икĕ уйăхра 8,15-8,09% тупăш паракан ставкăпа пĕр млрд та 500 млн тенкĕлĕх эмисси тунă.

"Cbonds" информаци агентстви пĕлтернĕ тăрăх - 2013 çулта облигацисем вырнаçтарнă регионсен /Мускавсăр пуçне/ хушшинче Чăваш Республикин кăтартăвĕ - чи лайăххи. Ставка шайĕпе эпир - пĕрремĕш вырăнта.

ЧР Финанс министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Ен кăçал пысăк ставкăпа 2 млрд тенкĕлĕх облигаци вырнаçтарма палăртать. Республика облигацисем хывассипе пĕтĕм тĕнчери FitchRatings тата Moody'sInvestorsService рейтинг агентствисем хисепе кĕртнĕ ЧР кредит рейтингĕсен тÿпи пĕчĕк мар.

Чăваш Енĕн кредит историйĕ уçăмлă. Республика хăйĕн умĕнчи тивĕçе туллин тата вăхăтра пурнăçлать. Правительство парăм политикине яваплăха туйса, маларах тĕплĕн виçсе йĕркелет. Экономикăн улшăнса тăракан лару-тăрăвĕнче ку рейтинга çÿлте тытса тăма май парать.

FitchRatings агентство кăçалхи кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен рейтингĕсем "ВВÇ" шайĕнче "çирĕп" прогноза тивĕçтернине палăртнă. Moody'sInvestorsService агентство ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăн кредит рейтингĕсене пĕтĕм тĕнчери виçепе, ют çĕр-шыв укçипе пахаласа Ва2 шайĕнче тата наци виçипе хакласа Аа2.ru шайĕнче "çирĕп" тăнине çирĕплетнĕ. Республика кредит нумай илсен те ăна вăхăтра тавăрма пултарнине, Чăваш Ен инвестици хывмалли ăнăçлă регион пулнине пĕлтерет çакă.

Республикăн социаллă пурнăçĕпе экономики еплерех аталаннине çĕр-шыв ертÿлĕхĕ çеç мар, укçа-тенкĕпе çыхăннă тĕрлĕ организаци те сăнать. Çавнашкал тытăма ертсе пыракан çынсенчен пĕри - "АКБ "РОСБАНК" АУО парăм капиталĕн рынокĕн департаменчĕн директорĕ Антон Валентинович Кирюхин.

Антон Валентинович парăм политикин вăрттăнлăхĕсене çынран илтнĕ хыççăн алла илмен. Вăл пирĕн республика пирки акă мĕн каланă: "Паян, Раççей субъекчĕсем парăм ÿссе пынипе палăрса тăнă чух, Чăваш Енре пачах тепĕр майлă лару-тăру. Раççей Федерацийĕн Финанс министерстви пĕлтернĕ тăрăх - пĕлтĕр регионсен мĕн пур парăмĕ 29% /Атăлçи округĕнчи хăш-пĕр субъектăн 65% таран/ ÿснĕ, Чăваш Ен парăмĕ 4% чакнă".

Кредит рейтингĕ Ва2 шайне хăпарни Чăваш Республикин патшалăх хаклă хучĕсене Раççей Банкĕн Ломбард списокне кĕртме май панă тата вĕсен илĕртÿлĕхне ÿстернĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.