Комментировать

14 Апр, 2017

Шупашкарта Атăлçи тăрăхĕнчи кадетсен сěтелçи теннис ăмăртăвĕ иртет

Ака уйăхĕн 14-19-мĕшĕсенче Шупашкарти И. Солдатова ячĕллĕ спорт шкулĕнче сĕтелçи теннисла выляссипе ăмăрту иртет. Унта 16 çулчченхи кадетсем выляççĕ. Атăлçи округĕнчи 14 регионтан спорт ăмăртăвне 112 арçын ачапа 93 хĕрача килсе çитнĕ. Пирĕн республикăри хĕрсемпе каччăсем те спорт тупăшăвне самаййăн хутшăнаççĕ: йышра - 42 çамрăк спорстмен.

Хальхи ăмăртура маттурлăхпа палăрнисем Раççей первенствине хутшăнĕç. Вăл та Шупашкарта пулĕ. Ăмăрту ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче пуçланса çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленмелле.

www.hypar.ru

Рубрика: