Комментировать

6 Апр, 2017

Тюменьре янăрать тăван юрă-кĕвĕ

Тюмень тăрăхĕнче чăваш культурин кунĕсем ирттеççĕ. Ăна «Тăван» ассоциаци «Раççее — шанăçпа, Чăваш Ене — юратупа» ятпа йĕркеленĕ. Унта эпĕ тата Шупашкарти 10-мĕш шкулăн вĕрентекенĕ Юлия Анисимова кайса куртăмăр, аякри йăхташăмăрсем патне Чăвашран салам илсе çитертĕмĕр.

Уява Тюменьри Д.И.Менделеев ячĕллĕ вулавăшра уçрĕç. Унта тĕнчипе паллă китаевед, чăвашран тухнă тĕпчевçĕ Н.Я.Бичурин çуралнăранпа 240 çул çитнине халалласа курав йĕркеленĕ. Хулан ытти кĕтесĕнче те чăваш культурин кунĕсем иртни сисĕнчĕ. «Строитель» наци культурин керменĕнче тĕрлĕ халăх çынни пухăнса пирĕнпе пĕрле савăнчĕ. Чăвашсен уйрăмне Самар тăрăхĕнче çуралнă Надежда Омельченко ертсе пырать. Вăлах «Тăван» ансамбль ертӳçи те. Çак керменте çулленех ача-пăча пултарулăхĕн «Асамат» фестивальне йĕркелеççĕ. Кăçал вăл вун çиччĕмĕш хутчен иртрĕ. «Илемлĕ сăмах» номинацире Сергей Антонов Стихван Шавли поэтăн «Вĕçкĕн Ваççа» сăввине каласа пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Вăлах чăваш халăх юррине шăрантарса иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Пултаруллă чăвашсем пурăнаççĕ Тюмень тăрăхĕнче. Исетски районĕнчи Солобоево шкулĕнче вĕренекен Варвара Персенева чăваш ташшипе виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Кира Антонова ал ĕçĕпе тĕлĕнтерчĕ. Гала-концертра ачасен пултарулăхĕнчен тепĕр хутчен тĕлĕнме май килнишĕн тем пекех савăнтăмăр.

Тюмень районĕнчи Горьковка шкулĕн вĕренекенĕсем уроксем хыççăн чăваш, вырăс тĕррисен вăрттăнлăхĕсене алла илме хăнăхаççĕ. Тĕрленĕ май ачасем чăваш юрри шăрантараççĕ. Çапла майпа вĕсем ансат пуплеве хăнăхаççĕ.

Учительсемпе пĕрле ирттернĕ семинарта Владимир Логинов вĕрентекен чăваш халăхĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Манăн ĕçтешĕм Юлия Анисимова вун тăватă халăхăн ачине чăваш чĕлхи вĕрентет, вăл ыттисене хăйĕн опычĕпе паллаштарчĕ. Унтан Горьковка шкулĕн учителĕсемпе ăсталăх класĕ — ӳкерчĕклĕ карточкăсемпе усă курмалли вăйă-урок — ирттерчĕ. Юлия Елисеевна хавхалантарнипе тĕрлĕ ӳкерчĕкри чĕр чунсене тата япаласене, кил-йыш çыннисене чăвашла калама тăрăшрĕç, ансат предложенисем тума хăнăхрĕç.

Тюменьре ăçта кăна çитме-рĕмĕр-ши? Паллă вырăнсене курса çӳрени чылайлăха асра юлĕ.

Исетски районĕнчи Солобоево шкулĕнче Наталья Герасимова йĕркеленĕ музейра чăвашлăхпа çыхăннă экспонатсемпе паллашрăмăр. Шкулăн пысăк залне Солобоево, Шорохово ялĕсенчен чăваш тумĕ тăхăннă йăхташăмăрсем пухăнсан чун-чĕре калама çук хăпартланчĕ. Апла тăк кунта пурăнакансен чăвашлăх туйăмĕ таса çăл куç пек тапса тăрать. Çак ялсенчи шкулсенче чăвашла вĕрентмеççĕ пулин те ачасене тăван чĕлхепе, культурипе кăсăклантараççĕ. Çамрăксем юрра-ташша ăста пулни концертра та палăрчĕ. Апла тăк çитĕнекен ăру ашшĕ-амăшĕн чĕлхине манăçа кăларасшăн мар.

Инçе çула тухса аякри тăвансемпе курса калаçни, вĕсем тăванлăх туйăмне çирĕп тытса пыни пирте вăй-хăват хушрĕ.

Геронтий НИКИФОРОВ.

СĂНӲКЕРЧĔКРЕ: Акă вĕсем, чăвашлăха аталантарас ĕмĕтлĕ маттурсем!

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.