Комментировать

30 Мар, 2017

Сывлăх пурлăхран хаклă

2017 çул — Раççейре Экологи çулталăкĕ. Кăçал çĕршывра экологи лару-тăрăвне лайăхлатассипе, çут çанталăк пуянлăхне упрассипе пысăк ĕçсем тума палăртнă.

Ăçта тасарах?

Пĕтĕм Раççейри "Симĕс патруль" общество организацийĕ çĕршыври субĕектсем хушшинче экологи рейтингне ирттернĕ. Унта 2016-2017 çулсенчи хĕллехи ĕçсен кăтартăвĕсене тĕпе хунă. Чăваш Ен 4-мĕш вырăн йышăннă. Рейтингра сывлăшри, шыври тасалăха, тавралăха вараланине, çакăншăн влаç яваплăхне, общество организацийĕсен хастарлăхне тата ыттине те шута илнĕ.

Чăвашстат кăтартăвĕпе 2016 çулта республикăра атмосферăна варалакан 25,3 пин тонна япала кăларса пăрахнă /2015 çулта — 26,9\. Çав шутран 25 процентне сиенсĕрлетме май килнĕ.

Тавралăха ытларах варалакансен шутне чи малтан транспортпа çыхăнăва кĕртмелле /11,3 пин тонна\, иккĕмĕш вырăнта — хатĕрлесе кăларакан отрасль /5,7 пин тонна\, виççĕмĕшĕнче — ял хуçалăхĕ /1,5 пин тонна, пĕтĕмĕшле калăпăшăн 5 проценчĕ\. Атмосферăри анлă сарăлнă чи сиенлĕ хутăшсем: углеводородсем /9,7 пин тонна\, азот оксичĕ /4,9 пин\, углерод оксичĕ /4,6 пин\.

Шупашкар, Красноармейски, Вăрнар, Çĕмĕрле районĕсемпе Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче промышленноç предприятийĕсем, транспортпа çул-йĕр комплексĕ сывлăша уйрăмах варалаççĕ. Сăмах май, республикăра транспорт йышĕ те ÿссех пырать. 2015 çул вĕçленнĕ тĕле 321 пин автотранспорта шута илнĕ /2005 çул вĕçленнĕ тĕле — 210 пин\. Юлашки тапхăрта уйрăм çынсем туяннă çăмăл машина йышĕ 2,3 хут ÿснĕ. Ку енĕпе Елчĕк районĕ малта, 1 пин çын пуçне 284,4 машина тивет. Канаш районĕнче чи пĕчĕк кăтарту — 185,3 техника.

Автомобиль пурри çын пурнăçне палăрмаллах çăмăллатать. Анчах çав вăхăтрах унăн сывлăхне сиенлетет. Акă пĕр çăмăл машина çулталăкра газпа пĕрле атмосферăна 800 кг углерод, 40 кг яхăн азот окиçĕ, 200 кг тĕрлĕ углеводород кăларса вăтамран 4 тонна кислород çăтать.

«Таса шыв» наци проекчĕ

Статистикăпа килĕшÿллĕн 2016 çулта тавралăха сыхлама, çут çанталăк пурлăхĕпе тухăçлă усă курма республикăри организацисене 199 млн тенкĕ инвестици хывнă. Çав шутра 194,8 млн тенки /97,9 проценчĕ\ шыв тасалăхне упрама кайнă. Пĕтĕмĕшле инвестицирен 152,8 млн тенкине /76,8 процентне\ çут çанталăка сыхламалли обĕектсем тума тăкакланă.

ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтермешкĕн каяшсене тирпейлессипе тата тĕп тăвассипе инновациллĕ комплекслă тытăм йĕркеленĕ. Çавна май республика Раççейри пилотлă регионсен шутне кĕнĕ. Çĕнĕ Шупашкарта каяшсем сортлакан комплекспа полигон, Шупашкарта çÿп-çап тиесе яракан станци тунă. 2017 çулта Канаш, Çĕмĕрле хулисенче кун пек станцисем пуламалла.

Шупашкарта хытă каяшсен полигонне хупнипе кăçалах ăна рекультиваци тума тытăнмалла. "Таса шыв" наци проектне пурнăçа кĕртме федераци бюджетĕнчен 380 млн тенкĕ уйăрмалла.

Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсен каяш шывне тасатмашкăн сооружени юсаса çĕнетессипе пысăк инвестици проекчĕ хута каймалла.

Симĕс зонăсем пурри те тавралăха ырă витĕм кÿрет. Республикăра çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсене анлăлатасшăн. Хальхи вăхăтра вĕсем — 63. Кăçал Йăлăмра, Элĕк, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Елчĕк районĕсенче тата ытти вырăнта пĕлтерĕшлĕ лаптăксем хушăнмалла.

Лариса Никитина.

 

Денис Константинов, Вăрнар район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн специалисчĕ:

— Района экологи тĕлĕшпе таса мар лаптăксен шутне кĕртнинчен тĕлĕнмелли çук. Эпир республика варринчен вырнаçнă. Чукун çул, ытти транспорт пирĕн район витĕр иртеççĕ. Унсăр пуçне Вăрнарта промышленноç предприятийĕсем те тавралăха варалаççĕ. Экологи çулталăкĕнче районти лару-тăрăва улăштарма, йывăç-тĕм лартма, территорие çÿп-çапран тасатма палăртнă. Шкулсенче экологи урокĕсем иртмелле. Сывлăша варалакан предприятисен ертÿçисемпе тĕл пулса ыйтăва сÿтсе явасшăн.

Валентина Князева, Елчĕк районĕнчи Лаш-Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ:

— Пирĕн ял территорийĕнче çут çанталăкăн уйрăмах упракан лаптăксем пур. Унта çынсем час-часах курма килеççĕ, сăнаççĕ. Ăна патшалăхăн усравлăх статусне пама палăртни савăнтарать. Çавна май ку вырăн татах илемленĕ. Район хуларан аякра вырнаçнă, промышленноç предприятийĕсем çук. Çавăнпа пирĕн тăрăхра сывлăш таса. Чăн та, ялсенче çÿп-çапа çырмана пăрахса варалакансем пур. Елчĕк тăрăхĕнче çăмăл машина нумаййи аякри ялсенчен тухса çÿреме кансĕррипе те çыхăннă.

Владилен Васильев, Красноармейски район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх пайĕн пуçлăхĕ:

— Таса сывлăш çыншăн усăллă. Шел, районта ку енĕпе ĕçлемелĕх пур-ха. Эпир экологи тĕлĕшпе таса вырăнта пурăнатпăр тесе калама иртерех. Кăçал Экологи çулталăкĕнче промышленноç предприятийĕсем атмосферăна варалассине чакарасса, тăван ене йывăç-тĕмпе пуянлатасса шанса тăратпăр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.