Комментировать

12 Апр, 2014

Ачасемпе аслисене илĕртекен вăйă

Сĕтел çинчи ансат çак ракетăсем сывлăша вĕçсе хăпарма пултарнине ĕненес те килмест. Ку çеç те мар, вĕсем парашют кăларса палăртнă вырăна анса ларма та пултараççĕ. Космос хатĕрĕсене Юнкă вăтам шкул ачисем хăйсемех ăсталанă. Çавăнпах вĕренекенсемшĕн кашнин çинчен тĕплĕ каласа кăтартасси ним те мар. Пĕрне - пăрăх, теприне шыв хăвачĕ «чун кĕртме» пулăшать. Ачасем Раççей, республика, район шайĕнчи конкурссенче, ăслăлăх-практика конференцийĕсенче, фестивальсенче, олимпиадăсенче, спартакиадăсенче хăйсен ăсталăхĕпе, пĕлĕвĕпе ыттисене тыткăнлаççĕ, тĕслĕх кăтартаççĕ.

Кунта çамрăк космонавтсен отрячĕ йĕркеленнĕ. Ку ушкăнра вĕренекенсен, çитĕнĕвĕсене кура, «Ĕмĕтленекенрен» пуçласа «Çăлтăр» ята тивĕçме май пур. Паян та Юнкă ачисене Андриян Николаев летчик-космонавт çуралнă тăрăха - Шуршăла - чĕнсе илнĕ: «Çăлтăр» шайне çитнĕ Лев Романовпа Алексей Кудряшова шăпах Космонавтика кунĕнче хавхалантарĕç. Вĕсем Раççей шайĕнчи конкурссенче çĕнтернĕ. Сăмах май, 3 çул хушшинче республикăра 10 ачана çак ятпа чысланă, вĕсенчен 5-шĕ - Юнкă шкулĕнчен.

 

Мăшăр та пулăшать

Авиамоделистсен кружокне Юрий Самушков вĕрентекен пуçарса янă. Халĕ Ирина Киршевăпа иккĕшĕ ачасене çĕнĕ модельсемпе паллаштараççĕ, киввисене юсама хăнăхтараççĕ. Техникăпа интересленекен вĕренекенсем çав тери хавхаланса ĕçленине сăнама кăмăллă. Схема тăрăх самолет та, ракета та пуçтараççĕ. Унсăр пуçне парашют та тума пĕлмелле вĕсен.

«Ача чухне выляса тăранайман пулĕ», - те чăнласа, те шÿтлесе калать Ирина Валериановна. Тĕрĕссипе, Муркашри çамрăк техниксен станцийĕн пуçлăхĕ Африкан Андреев çак ĕçе пуçăнма сĕннĕ ăна, шалу тÿлеме шантарнă. «Çав укçапа малтан çилĕм, хут туяннăччĕ», - пытармасть информатика вĕрентекенĕ. Çулсерен ытларах та ытларах ача çак кружокра чун киленĕçне тупать. Хĕрарăм-ертÿçе инженер-строителе вĕреннĕ мăшăрĕ пулăшса пырать. Сергей Киршевăн агрегачĕпе ракетăсене вĕçтерме ансат. Тепĕр тесен, ачасене савăнтарма нумай кирлĕ-и?

 

Çĕнтерÿçĕсем

Техникăн кашни пайне çиччĕ виçсе пĕрре касмалла, унсăрăн çĕнтерÿçĕсен йышне кĕреймĕн. «Конкурса кам хутшăнасшăн?« - тетĕп те пурте алă çĕклеççĕ», - калаçăва тăсать Ирина Валерьяновна. Ун чухне, паллах, пĕри тепринчен хăватлăрах модель, хăйне евĕрлĕрех ÿкерчĕк хатĕрлесшĕн. Тăрăшни харама кайманнине авиамоделистсен кружокĕнче ăсталăха туптакансем лайăх пĕлеççĕ. Юлашки çулсенче Никита Селюшкин, Дмитрий Ильин, Михаилпа Анастасия Киршевсем, Анастасия Шурнеева, Данил Андреев, Лев Романов тата ыттисем малти вырăнсене йышăннă. Пĕлтĕр Дмитрий Ильин Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.

Анастасия Киршева самолетпа ракета кăна мар, сывлăш хăмпăвĕ те хатĕрлеме ăста. 2012 çулта ку ĕç Пĕтĕм Раççейри «Çăлтăрлăх» олимпиадăра 2-мĕш вырăн çĕнсе илме пулăшнă ăна. Ун чухне вĕрентекенпе вĕренекен Мускав облаçĕнчи Королев хулинче темĕн те пĕр курса тĕлĕннĕ. Космос объекчĕсене сăнаса тăракан центрта пулнă, уçлăхри космонавтсемпе çыхăннă, унти вырăнти лару-тăру çинчен ыйтса пĕлнĕ.

Пĕлтĕр Юнкăсем каллех çул çÿреве тухнă. Ачасене Мускаври ăслăлăх-практика конференцине чĕнсе илнĕ. «Королев вулавĕсем» секцире сăмах илекенсем 3-мĕш вырăн йышăннăшăн кăмăлсăр. Вĕсене ăнланма пулать: 11-мĕш класс вĕренекенĕ ноутбук тăрăх ăнлантарни хăйсем ăсталанă модель çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартнипе танлашать-и вара? Алексей Кудряшов, сăмахран, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи партизансен плайнерне хатĕрленĕ. Сасăсăр çак техника хăйне евĕрлĕхне арçын ача вăрăх тĕпченине те палăртас килет. «Ан пăшăрханăр, 11-мĕш класа çитиччен эсир те çĕнтерĕр-ха», - ачасен кăмăлне çĕклеме тăрăшать Ирина Валерьяновна.

Укçа çитсе пыманни те ура хураймасть вĕсене. ЮНИТЕКС та, спонсорсем те, ашшĕ-амăшĕ те ачасене аталанма çул уçса пыраççĕ.

 

Муркаш районĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.