Комментировать

22 Фев, 2017

АПАТ ТА ĂШĂТАТЬ

Сивĕ çанталăкра шăнасран хулăн тăхăннипе пĕрлех тĕрĕс апатланни те пĕлтерĕшлĕ. Çак йĕркесене шута илни кирлĕ пулма пултарать.

Кăшман, кишĕр, çĕрулми. Тымарçимĕçсем лайăх тăрантаççĕ кăна мар, организма энергие вăйлатакан кирлĕ япаласемпе, клетчаткăпа, сахăрпа тивĕçтереççĕ. Çавăнпа сĕтел çинче хĕрлĕ кăшман, кишĕр, çарăк, кăшми, çĕрулми яланах пулсан аван.

Импĕр, ытти техĕмлĕх. Вĕсем сивĕре лайăх ăшăтаççĕ. Импĕре чейе, соуса, какай шÿрпине хушма юрать. Анчах урама тухас умĕн техĕмлĕхлĕ апат çиме тата шĕвек ĕçме юрамасть. Вĕсем ăшăтнипе урама мунча хыççăнхи пекех тухатăр, çавна май шăнса пăсăласси те часах. Техĕмлĕхсемпе киле таврăнсан усă курмалла. Вĕсем урамра шăннă хыççăн лайăх ăшăнма пулăшаççĕ.

Тĕрлĕ пăтă. Сивĕ тапхăрта чи усăллă ирхи апат — ăшă пăтă. Вăл нумайлăха ăшăтать, вăй кĕртет. Ăна тасатман рисран, перловкăран, хуратулран, куккурусран, вир кĕрпипе кавăнран пĕçермелле. Тĕшĕллисем — В ушкăнри витаминсен çăлкуçĕ. Вĕсенче лайăх кăмăлшăн яваплă, стреспа, апатипе кĕрешме пулăшакан кальци, магни, фосфор пур.

Çуллă кайăк-кĕшĕк. Хĕлле хурпа кăвакал какайĕ чăн-чăн грелка евĕрех ăшăтать. Вăл калориллĕ, çуллă, белокпа, кальципе, цинкпа, тимĕрпе, В6, В1, В2, А, С витаминсемпе пуян. Хур ашĕ хырăмлăха лăплантарать, наркăмăшсенчен тасатать, варвиттирен хăтарать, сула ĕçĕ пăсăлсан пулăшать.

Какао. Çак шĕвек кăмăла çĕклет, ăшăтать. Какао пăрçинче лайăх кăмăл аминойÿçекĕ триптофан пур. Çавăн пекех — вăй-хал кĕртекен, вăранма пулăшакан кофеин та.

Мăйăр. Унра усăллă çусем, калорисем, лайăх кăмăл витаминĕсемпе минералĕсем пур. Тĕслĕхрен, Е витамин сивве, пÿлĕмри типĕ сывлăша пула типекен ÿте пулăшать. Аçтăрхан мăйăрĕнче сивĕре питĕ кирлĕ йод нумай. Хĕлле япаласен ылмашăнăвĕ пăсăласран тирозин аминойÿçек кирлĕ. Организм ăна апатпа пĕрле йод çителĕклĕ илсен кăна туса кăларма пултарать.

Сăмах май, тинĕс пулли нервсене лăплантарать, белокпа çителĕклĕ тивĕçтерет, вăл вара сивĕре ăшă çанталăкринчен чылай ытларах кирлĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.