Комментировать

20 Дек, 2016

Пĕтетпĕр вĕт, тăвансем!

Кăçалхи 10 уйăхра республикăра 11825 преступление регистрациленĕ. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 11,3% сахалрах — ырă пулăм. Анчах çак цифра та чылай пĕчĕкрех пулма пултарнă — эрех пĕтерет.

Çынсем ÿсĕрле тунă киревсĕр тĕслĕхсен шучĕ ытла та пысăк — мĕнпур преступленин 1/3 пайĕ патнеллех, пĕтĕмпе 3,6 пин ытла преступлени. «Ÿсĕр пулнă...» — тет нумайăшĕ урăлнă хыççăн хăй маларах мĕн хăтланнине пĕлсен. Чавса çывăх та... Урă чух йăваш та лăпкă, ÿсĕрĕлсен вара — усал та тискер. Апла тăк ĕçмелле мар ĕнтĕ. Ĕçеççĕ çав. Кăтартăвĕ хăрушă! Кăçал çын вĕлернĕ тĕслĕхсен 87,7%, çын сывлăхне пĕлсе тăрсах йывăр сиен кÿнипе çыхăннă преступленисен 82,4% ÿсĕрсем тунă.

Цифра нумай пулать пуль-ха та, çапах ÿкерчĕк чăннипех тĕксĕммине сăнлама вĕсем кирлех. Шалти ĕçсен министерствин статистики ĕç-пуç çивĕччине уçăмлă кăтартать: кăрлач-юпа уйăхĕсенче полици алкогольпе кĕрешмелли саккунсене пăснин 45 пин ытла тĕслĕхне тупса палăртнă. Çав шутра — общество вырăнĕсенче сăра, эрех, спиртлă хутăшсем ĕçни /8,7 пине яхăн тĕслĕх/, общество вырăнĕнче ÿсĕр пулни /36 пин ытла/... Çул çитменнисене алкоголь продукцийĕ сутнин 117 тĕслĕхне регистрациленĕ, çул çитмен çамрăксем общество вырăнĕнче ÿсĕр пулнăшăн 244 протокол çырнă.

Специалистсем чан çапаççĕ: эрех туянасси ытла та ансатти лару-тăрăва пушшех çивĕчлетет. Ĕçессишĕн çунакан çын паян енчĕк пушă пулсан та ярăнакан пырне чÿхеме пултарать. Лавккара хаклă тÿлесе йĕркеллĕ эрех туянаймасан кĕсье тĕпĕнчи вак укçана пухса та пулин аптекăра «фанфурик» текен йÿнĕ спиртлă шĕвеке илет. Вăл сывлăхшăн хăрушă пулни çине те алă сулать — ĕçсе пултăр. «Асептолин» йышши шĕвексен витĕмĕ питĕ хăрушшине врачсем çирĕплетеççĕ. Тĕрлĕ енĕпе сиен кÿреççĕ: наркăмăшланнипе сăлтавланнă гепатит, пÿрепе пĕвер, пуç мими сиенленеççĕ, çивĕч миокард дистрофийĕ, интоксикаци психозĕ пулма пултарать — пĕр харăс...

«Фанфурик» тенĕрен, унăн хăрушлăхĕ пысăккине «çÿлте» те ăнланчĕç пулас, дезинфекци шĕвекĕ вырăнне сутаканскер тĕлĕшпе те акциз пулмалли пирки тинех уççăнах калаçма тытăнчĕç. Чăн та, çав наркăмăша пула пурнăçран уйрăлнисене чĕртеймĕн, сывлăхне сиенленисене пулăшаймăн ĕнтĕ. Республикăн наркологи диспансерĕнче хăйсен пĕр пациенчĕ пирки каласа пачĕç. Хайхи «фанфурике» колăпа хутăштарса /халь çамрăксем çакнашкал меле кăмăллаçĕ тет-и?/ пĕрре кăна ĕçнĕ-мĕн — тÿрех ăсне çухатнă. Халь хăйне карап çинчи пек курать, вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕсре ишнĕ пек аташать. Йĕркеллĕ, интеллигентлă çын пулнă — пĕрре çăмăлттайлансах çапла шар курнă.

Усламшăн çунакансемшĕн çын нуши ним те мар: укçа кĕрет — вĕсен сиенлĕ спиртлă хутăшĕсене ĕçсе çынсем вилни, инвалид пулса юлни, çывăх çыннисен хуйхи усламçăсене пырса тивмест. Ĕç-пуç кăçалхи çулла Шупашкарти заливра вăйă аттракционĕнче ачасене шампански кĕленчи парса хавхалантарни патнех çитнĕ вĕт. Е тата — хулара çынсене «фанфурик» сутакан, талăкĕпех ĕçлекен автоматсем вырнаçтарни. «Урă çынсем» хирĕç пулнине кура кăна çав автоматсене сÿтнĕ — вăрах ĕçлеймен.

Сывлăх сыхлавĕн министерстви юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче хăрушă кăтартусем пĕлтернĕччĕ: республикăра алкоголизмпа чирлисен шучĕ — 31,6 пин ытла çын. Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Елчĕк, Тăвай районĕсенче, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенче /çур республика вĕт!/ алкоголь психозĕн тĕслĕхĕсем нумайланнă. Çапла вара çак чир тыткăнне лекнисен йышĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ 100 пин çын пуçне 22,2-пе танлашнă. Арçынсем кăна мар, хĕрарăмсем те ÿксе юлмаççĕ: пĕтĕмĕшле йышăн 14,6% — шăпах этемлĕхĕн черчен пайĕ. Тепĕр самант та «интереслĕ». Ял ĕçет теме хăнăхнă. Хайхи алкоголь психозĕн кăтартăвĕсемпе хула ялтан малта пырать: шайлашу 3,8:1 танлашать.

Кăçалхи тăхăр уйăхра Чăваш Енре çынсем спиртлă шĕвексемпе наркăмăшланнин 793 тĕслĕхне регистрациленĕ. Ку пĕлтĕрхинчен самай сахалрах пулин те 37 тĕслĕхре 17 çулчченхи çамрăксем сиенленни пăшăрхантармаллипех пăшăрхантарать. Ытларах та калам: виçĕ теçетке тĕслĕхре 14 çул тултарман ачасем наркăмăшланнă.

Çакнашкал инкексем республикăн вунă районĕпе хулинче /Патăрьел, Канаш, Куславкка, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Шупашкар, Елчĕк районĕсенче, Канаш тата Çĕмĕрле хулисенче/ нумайланнă. Эрехпе, спиртлă хутăшсемпе наркăмăшланнă 793 тĕслĕхрен 182-шĕнче ĕç-пуç çынсен вилĕмĕпе вĕçленнĕ.

Пĕтетпĕр вĕт, тăвансем! Хамăра хамăр пĕтеретпĕр!

Николай КОНОВАЛОВ.

 

Алла САМОЙЛОВА, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ:

— Ӳсĕрсене сăнама ятарлă пункт уçрăмăр — чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса республикăн наркологи диспансерĕнче Шупашкар хули валли 15 койка-вырăн хатĕрленĕ. Тĕрĕссипе, ун пирки урăлтаркăч темелле. Пĕр уйăхра унта 187 çынна илсе пынă. Вĕсенчен çиччĕшĕ — «яланхи клиентсем», вĕсем унтан урăлса тухаççĕ те — икĕ кунран çав çынсене каллех илсе килеççĕ. Çын «ӳсĕр койка çинче» пĕр кун пулни республика бюджетне 790 тенке ларать. Çав вăхăтрах унта илсе пынă çынсенчен пĕрне те ятарлă медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулман, вĕсем çывăрса урăлнă та килне кайнă.

Валерий ЖУКОВЕЦ, ЧР ШĔМĕн полици пуçлăхĕн общество йĕркелĕхне сыхлас енĕпе ĕçлекен заместителĕ:

— Криминалпа çыхăннă лару-тăрăва çĕрле ĕçлекен хупахсем япăх витĕм кӳреççĕ. Нумай преступлени çав заведенисенче, вĕсен çывăхĕнче е çынсем унта хăналаннă хыççăн пулать. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем алкоголь продукцийĕ сутакан организацисене массăллă мероприятисем иртекен вырăнсенче е çавнашкал мероприятисем иртнĕ кунсенче эрех сутма юраманни çинчен асăрхаттарассине кирлĕ пек йĕркелемен. Спиртлă парфюмерипе косметика, дезинфекци хутăшĕсен йĕркесĕр суту-илĕвĕпе çыхăннă лару-тăру та çав-çавах çивĕч. Вырăнсенчи влаçсем хăйсен территорийĕсенче ку енĕпе йĕрке тума тивĕçлĕ мерăсем йышăнмаççĕ.

Ирина БУЛЫГИНА, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп психиатр-наркологĕ:

— Спиртлă шĕвексене çăмăллăнах туянма май пурри çул çитмен çамрăксемшĕн уйрăмах хăрушă. Тĕрлĕ «настойка» ĕçекен ача йĕркеллĕ çын пулаймĕ. Эпир рейдсем йĕркеленĕ май пирĕн çул çитмен волонтерсене тĕрлĕ çĕрте «асептолин», «катăркас настойки» кăна мар, наркотик хутăшĕсен прекурсорĕсен шутне кĕрекен препаратсем те сутнине тупса палăртнă. Шел те, унашкаллисене явап тыттармашкăн право инструменчĕсем çук, анчах вĕсене йĕркеличчен нумай ачана çухатма пултаратпăр. Наркологи служби шута илнĕ ачасен йышĕ 38% ӳснĕ. Наркодиспансерта сăнаса тăракан çул çитмен çамрăксен 18% парфюмерипе косметика продукцине ĕçнине йышăннă. Çав хутăшсенче спирт виçи пысăккине кура токсикологи уйрăмне лекеççĕ. Вĕсене сутас енĕпе чарусем çук, йӳнĕ — çамрăксем çак хутăшсене çавăнпа туянса ĕçеççĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.