Комментировать

9 Сен, 2016

«МолГород» форум уçăлнă

Авăн уйăхĕн 7-10-мĕшĕсенче «Чăваш Ен ахахĕ» санаторипе сиплев комлексĕнче Çамрăксен регион аталанăвĕн «МолГород — 2016» форумĕ иртет.

2009 çултанпа йĕркелекен мероприяти Чăваш Енри хастар çамрăксене аталанма, çамрăксен политикин тытăмĕнчи проектсемпе программăсене пĕрлештерме, общество организацийĕсемпе пĕрлешĕвĕсен ят-сумне ÿстерме пулăшакан лапам пулса тăчĕ. 7 çул хушшинче форума Раççейри 15 регионтан, тĕнчери 13 çĕршывран /Польша, Бельги, Германи, Нидерланд, Швеци, Украина, Беларуç, ОАЭ, Молдова, Азербайджан, Финлянди, Швейцари, Словаки/ килнĕ 7 пин ытла çамрăк хутшăннă. Кăçал форумра 500 яхăн хĕрпе каччă пултарулăхне кăтартать.

Шупашкар хула администрацийĕн çамрăксен тата общество аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Эльдар Черкесов пĕлтернĕ тăрăх — форумăн вĕрентÿ программи тăватă лапамран — «Экономика тата предпринимательлĕх» /предпринимательлĕх, регион экономики, инвестици политики, грантсем/, «Уçă калаçу» /шалти политика, наци ыйтăвĕсем, тулаш политика, патшалăх тата муниципалитет управленийĕ, суйлав ĕç-хĕлĕ/, «Общество лидерлăхĕ» /коммерцилле мар организацисемпе юхăмсем, проект шкулĕ/, «Территори маркетингĕ» /бренд, туризм, территори аталанăвĕ/ — тăрать. Кунсăр пуçне профориен-таци тата ĕçе вырнаçас енĕпе, лидер пулма, çынсемпе хутшăнма вĕрентекен ăсталăх класĕсем йĕркелеме палăртнă.

Экспертсен йышĕнче — Раççейри тата Чăваш Республикинчи пĕчĕк тата пысăк бизнес представителĕсем, политикăпа общество деятелĕсем, PR тата коммуникаци сферин, пултарулăх, психологи, ял хуçалăх, маркетинг тата тĕнче хутшăнăвĕсен специалисчĕсем.

Кăçал пултаруллă çамрăксен мероприятийĕ Чăваш Енре саккăрмĕш хут иртет. Ăна йĕркелекенсем — Шупашкар хула администрацийĕ, «Регион аталанăвĕн институчĕ» коммерцилле мар организаци, «Единая Россия» партин Çамрăк гвардийĕ. Çавăн пекех форума ирттерме Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова пулăшаççĕ. «Ырă çак йăла-йĕркене упраса хăварма тăрăшмалла. Çамрăксем форума хисеплеççĕ», — çапла хак парать Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов «МолГород» форума.

И.СЕРГЕЕВА.

 
 
 
 
 
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.