Комментировать

24 Июн, 2016

Вĕсем пултаруллăрах та, йăрăрах та…

Çĕртме уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче Шупашкар районĕнчи «Атлашевский» кооперативра машинăпа ĕне сăвакан операторсен тата выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техник-осеменаторсен республика конкурсĕ иртрĕ.

Унта районсенчен 18 пĕтĕлентерекенпе 19 ĕне сăвакан хутшăнчĕ. Ял хуçалăх министрĕн заместителĕ, йĕркелÿ комитечĕн председателĕ Константин Никитин, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Зоя Маслова, патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов вĕсене ăнăçлă ăмăртма ырă сунчĕç. Конкурсантсем Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «НамЭКО» обществăн Шуршăл ялĕнчи ĕне выльăх фермин ĕç-хĕлĕпе, А.Г.Николаев космонавт мемориал комплексĕпе паллашрĕç.

— Пĕрремĕш кун операторсем машинăпа ĕне сăвассипе, осеменаторсем ĕнесене пĕтĕлентерессипе ăмăртрĕç, — пĕлтерчĕ министерствăн выльăх ĕрчетес тата ăрат ĕçĕн пайĕн ертÿçи, комитет председателĕн çумĕ Светлана Мясникова. — Иккĕмĕш кун вĕсем ĕне сăвас тата пĕтĕлентерес ăсталăха еплерех пĕлнине судьясене каласа пачĕç. Вĕсен 5 ушкăнĕ ĕçлерĕ. Ĕнесене пĕтĕлентерессипе республикăра çĕнтернĕ осеменатор Тюмень хулинче кăçал иртекен çĕршыв конкурсне хутшăнĕ.

— Конкурсантсен хăйсен пултарулăхне кăтартма «Атлашевскинче» пĕтĕм май пулчĕ, — палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертÿçи Сергей Ванюшкин. — Ăмăртусем пĕр кăлтăксăр иртрĕç.

Марина Куракова /Йĕпреç районĕ, Ильич ячĕллĕ колхоз/, Инесса Смирнова /Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕ, Октябрьскинчи ветеринари уйрăмĕ/, Елена Семенова /Вăрмар таврашĕ, В.Иванов фермер хуçалăхĕ/, Галина Петрова /Красноармейски районĕ, «Волит» общество/, Лариса Капирова /Муркаш ен, «Путь Ильича» АФ/, Ринат Ахмеров /Патăрьел тăрăхĕ, «Исток» АФ осеменаторсем пĕлĕве кăтартма черетпе судьясен пÿлĕмне кĕчĕç.

Пикесен ушкăнĕ те пурччĕ.

— Эпир, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн иккĕмĕш курсĕн студенчĕсем, операторсен ăмăртăвне хутшăнакан, Ленин ячĕллĕ ЯХПК чысне хÿтĕлекен Настя Владимирова /Шупашкар районĕ, Шăнкас ялĕ/ майлă пулма килтĕмĕр.

Акă Анастасия конкурсантсем пуç­тарăннă витерен тухрĕ. Васкаса ĕне сунăран пичĕ хĕп-хĕрлĕ, куçĕ ялкăшса вылять. Вăл çеç мар, ыттисем те тупăшсах ăмăртнăран хумханни сисĕнчĕ.

— Пăлханмарăм, хам шутланă пекех сурăм, — хуравларĕ вăл ыйтусене. — Çамрăк операторсен хушшинче Шупашкар районĕшĕн республика конкурсне иккĕмĕш хут хутшăнтăм.

Ун хыççăн Анна Мишенкова /Етĕрне районĕнчи «Родина» ООО/, Любовь Изратова /Елчĕк районĕнчи «Комбайн»/, Лариса Еремеева /Красноармейски районĕнчи «Красное Сормово» ООО/, Светлана Митюшкина /Çĕрпÿ районĕ, «Колос» ФПУП/, Марина Белкова /Комсомольски районĕ, «Восток» ЯХПК/, ыттисем машинăпа ĕне сурĕç.

— Ăмăртакансене, судьясене, районсенчен килнĕ зоотехниксене икĕ кун апатлантартăмăр, канма май туса патăмăр — Ял хуçалăх министерствин шанăçне тÿрре кăларассишĕн тăрăшрăмăр, — терĕ «Атлашевский» кооперативăн управляющийĕ Сергей Михайлов.

Судьясен коллегийĕ ăмăртусене пĕтĕмлетрĕ. Машинăпа ĕне сăвакансен хушшинче Тăвай районĕнчи «Акконд-Агро» фирмăн операторĕ Екатерина Георгиева — 1-мĕш, Пăрачкав районĕнчи «Семеновский» кооператив доярки Раиса Ефимова — 2-мĕш, Красноармейски районĕнчи «Красное Сормово» ООО операторĕ Лариса Еремеева 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Машинăпа ĕне сăвакан çамрăк операторсенчен Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ ЯХПКшăн ăмăртнă Анастасия Владимирова, «Ветерансем — машинăпа ĕне сăвакан маçтăрсем» номинацире «Атлашевский» ЯХК доярки Елена Гаврилова — чи лайăххи. Ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекенсен хушшинче «Атлашевский» осеменаторĕ Валентина Подгорова малта, Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхозпа Вăрнар районĕнчи «Янгорчино» ЯХПК техникĕсем Наталья Садовникăпа Надежда Сергеева — 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче.

Юрий МИХАЙЛОВ

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.